Лагерьсем ачасене кĕтеççĕ
Ачасен çуллахи каникулĕ çитиччен шутлă кунсем юлчĕç. Лагерьсем кăçал çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ачасене йышăнма тытăнĕç. Унта ĕçлес текенсен кашнинех кăшăллă вирусран прививка тумалла. Хальлĕхе 26% çеç çак утăма тунă. Кун пирки ачасен канăвне йĕркелекен комиссийĕн «Волна» сиплев лагерĕнче иртнĕ ларăвĕнче палăртрĕç.