Маркировкӑна куҫнӑ чухне Чӑваш Енре мороженӑй туса илекен пӗртен-пӗр предприяти тĕрев илме пултарĕ

Маркировкӑна куҫнӑ чухне Чӑваш Енре мороженӑй туса илекен пӗртен-пӗр предприяти тĕрев илме пултарĕ

Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  «Атăл «Айс»   предприятинче ĕҫлĕ визитпа пулнă чухне каланă.  Мороженăй тирпейлесе кăларакан Шупашкарти предприятине ҫĕршыра аван пĕлеҫҫĕ.

"Эсир тавар маркине тума ятарлă хатĕр туянма каякан тăкаксен 30 процентне  регионти хысна шучӗпе саплаштарма пултаратăр", - палӑртнă вӑл.

Ҫӗршывра мороженӑй маркировки тăвас йĕрке  ҫĕртме уйăхĕн 1-мӗшӗнчен  вăя кĕрет.

Компанин генеральнӑй директорӗ Антон Романов "Атӑл "Айс" ҫĕнĕлĕхе  вӑхӑтра хута ярас тӗлӗшпе активлӑ ӗҫлени ҫинчен каласа панă.

Олег Николаев предприятин кал-кал аталанӑвне пысăка хурса хакланă.  Предприяти  "Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси тата ӗҫпе тивӗҫтересси" наци проектне  хастар хутшăннине,  производствăна анлăлатма витĕм кӳме хатĕррине те каланă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. «Туянакансем эсир туса кӑларакан тавара кăмăллаҫҫĕ, пысăка хурса хаклаҫҫĕ. Сирĕн пылак ҫимĕҫӗр ҫĕршыра анлă сарăлнă. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес тĕлĕшпе пысăк технологисене тĕпе хурса тăрăшатăр.  Регионта пурăнакансене ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтеретĕр. Халăх сирӗн продукципе кăмăллă пулни те куҫ кĕретех», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

«Атăл «Айс» АО ассортименчӗ пысăк, кунта 70 тӗрлӗ мороженӑй тирпейлесе кăлараҫҫӗ, проект хӑвачӗ талӑкра 25 тонна хатӗр продукци тума май парать.

"Пирӗн таварсене туянас текенсем чӑннипех те йышлӑ", – палӑртнă Антон Романов.

Пӗлтӗр предприяти пысӑк склад туса лартнӑ, нумаях пулмасть ҫӗнӗ  лини хута янӑ. Пуласлăхри план пысăк –  тепӗр склад, ҫӗнӗ цех, хӑватлӑ линисем хута яма палӑртнӑ. Влаҫсем пулӑшни, паллах, вырӑнлӑ пулĕ.



24 мая 2021
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter