Вăтам тата пĕчĕк бизнес субъекчĕсене оборудовани суйланăшăн
Патшалăх вăтам тата пĕчĕк бизнес субъекчĕсене тĕрлĕ çăмăллăхпа пулăшать. Вĕсен шутĕнче: пĕчĕк процентлă кредит, налук каникулĕсем тата ытти те. Республикăри экономика министрĕ Дмитрий Краснов малашне производство хатĕрĕсем туянакансем валли тепĕр пулăшу сĕнчĕ, çĕнĕлехе Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç.