Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев бюджет укҫи-тенкипе тухӑҫлӑрах усă курма хушнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев бюджет укҫи-тенкипе тухӑҫлӑрах усă курма хушнă

 Ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ.  Республикăн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене  объектсене тăвас ĕҫре бюджет укҫи-тенкипе тухăҫлă усă курма тата тĕллевлĕ тăкакланма чĕнсе каланă.

«Туяну йĕркисен ĕҫне централизацилеме йышăннă.  Апла пулсан, ку ĕҫ профильлĕ министерствăсемпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсене ыйтăва куҫран вĕҫертме юранине палăртмасть.   Объектсене ҫирĕп йĕркепе тĕрĕслесе пымалла, яваплăха ҫухатма юрамасть, тухăҫлăх тени те яланах малти вырăнта тăмалла», – асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ.  Графиксене, плансене тарăн пăхса тухса палăртса хăвармалла. Ҫулталăкăн ҫур ҫулне  ҫитнĕ, мĕнпур палăртса хунă ĕҫсен кăтартăвĕсем туллин тивĕҫтермеҫҫĕ-ха», – тесе каланă вăл. 

«Хăвăр ҫине илнĕ яваплăха туймастăр, шанса панă тивĕҫе  кирлĕ пек шайра пурнăҫа кĕртсе пыраймастăр. Апла пулсан, сире укҫа-тенкĕ те кирлех мар пулĕ. Пулăшусене ҫавăнта яма тивĕ, ăҫта  ĕҫсене пĕтĕмпех палăртса хатĕрлесе ҫитернĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

«Туянусен графикĕ ҫитес ҫулта раштав уйăхĕнче пĕтĕмпех пулмалла.  Ҫулталăк пуҫламăшĕнчех ĕҫе хĕрӳ тытăнмалла, чăрмавсем кăларса тăратмалла мар.  Патшалăх тата муниципалитет контракчĕсемпе ĕҫлессин ыйтăвне ҫирĕп тĕрĕслевре тытмалла» –  хушса каланă  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

«Енчен те ĕҫе туллин пурнăҫласа пыраймаҫҫĕ пулсан, подрядчксемпе контрактсене пăрахăҫламалла.  Ҫĕнĕ конкурссем ирттермелле, тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлекеннисемпе объектсене хута яма тăрăшмалла.  Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – объектсене графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа  вăхăтра кĕртсе пырасси», – тенĕ вăл.   

Ҫуллахи тапхăрпа пулакан социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Ҫулсене тăвасси, шыв кĕртесси, ҫурт-йĕрсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртесси ыйтусем те кун йĕркинчех.  Вĕренӳ, культура ҫурчĕсене юсаса ҫĕнетесси ҫине те тимлĕх уйăрмалла тесе тепĕр хут палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Чăваш Республикин Транспорт министерствине хушма проектсем хатĕрлеме сĕннĕ, май пулсан, вĕсене кăҫалах пурнăҫа кĕртме каланă.  Укҫа-тенкĕне перекетлесен, тĕллевлĕ усă курсан, палăртнă мĕнпур ĕҫе туллин пурнăҫласа пыма май пуласси те куҫ кĕретех пулĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков кăҫал пĕтĕмпе 14 млрд 75 млн тенкĕлĕх контрактсем алă пусмаллине хыпарланă.  Паянхи куна 12,8 млрд тенкĕлĕх контрактсене йышăннă, вăл лимитран 91 процент шутланать.  Республикăри районсемпе хуласенчи вĕренӳ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пыма Чăваш Республикин республика бюджетĕнче 2,5 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Паянхи куна контрактсене 1,6 млрд тенкĕлĕх йышăннă (63,7 процент шутланать). Ĕҫлемелли чылай, плана кĕртнисене пĕтĕмпех пурнăҫлама тăрăшмалла тенĕ ведомство ертӳҫи.

 



08 июня 2021
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter