Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Социаллă пулăшу паракан сферăн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Социаллă пулăшу паракан сферăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Эсир — шанчăклă та тимлĕ пулăшуçăсем, пурнăçра йывăрлăха лекнисене эсир пулăшатăр, пĕчченлĕхрен хăтаратăр, ыранхи куна шанма вăй-хăват паратăр.

Çынсен пурнăçне лайăхлатасси — патшалăхăн стратеги пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ. Эсир ырми-канми ĕçлени социаллă политика ыйтăвĕсене татса пама, ачаллă çемьесене çĕнĕрен те çĕнĕ йышши мелсемпе пулăшма, социаллă контрактсене пурнăçа кĕртме май парать. Ку ĕçре сирĕн тивĕçĕр вышкайсăр пысăк.

Хисеплĕ социаллă ĕçченсем, эсир илемлĕ калаçса кăмăла çĕклеме пĕлнине, хăвăрăн ĕçĕре чунпа парăннине, чунăр пуянлăхне пысăка хурса хаклатпăр. Çынна яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн сире чунран тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, телей тата яваплă ĕçре ăнăçу сунатăп.

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                  Олег Николаев

 



08 июня 2021
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter