Тата икĕ çурта тĕпрен юсамалла
2023-мĕш çулччен нумай хваттерлĕ 606 çуртра тĕп юсав иртмелле. Ку ĕçе пурнăçлама 3 миллиард çурă тенкĕ уйăрма палăртнă, пĕр миллиард ытла тенки кăçал валли. Çак кунсенче плана республикăри тата икĕ объекта кĕртнĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Вĕсем Вăрмар районĕнче тата Çĕнĕ Шупашкар хулинче вырнаçнă.