Кашни ачанах аталанма майсем пур
Ыранхи ĕçсене тĕрĕс палăртас тесен паянхи лару-тăрăва аван пĕлмелле. Уйрăм çыннăн пурнăçĕнче те çапла, ушкăнсемпе пĕрлешӳсен ĕç-хĕлĕнче те, патшалăх аталанăвĕнче те. Эрнекун Олег Николаев Раççей Президенчĕн Атăлçири элчипе Олег Комаровпа тĕл пулчĕ. Сăмах, тĕпрен илсен, республикăн кăçалхи пилĕк уйăхри экономика аталанăвĕпе халăхăн пурнăç шайне çĕклесси пирки пулчĕ.