Кăтартусем лайăх, анчах ĕçлемелли пур
Чăваш Республикин тулаш суту-илӳ çаврăнăшĕ кăçал кăрлач-çу уйăхĕсенче 230 миллион долларпа танлашнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 4,5 процент ӳснĕ. Кунтан экспорт пайĕ 45, импорт пайĕ 55 процентпа танлашать. Республика ертӳлĕхĕн паянхи ларăвĕнче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи кăтартăвĕсене тишкерчĕç.