Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Медицина ĕçченĕн кунĕпе саламлани

Сывлăх сыхлав отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Медицина ĕçченĕн кунĕпе саламлатăп!

Эсир этемлĕхе питĕ кирлĕ професси суйланă, унăн кашни çын пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне хак пама та кăткăс. Эсир пĕрре чĕнсех чи йывăр вăхăтра пулăшма çитетĕр. 

Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче сирĕн çине пысăк йывăрлăх тиенчĕ. Пациентсене хăрушă инфекцие çĕнтерме пулăшса сирĕнтен кашниех кунран-кун пысăк ăсталăх, паттăрлăх, хăюлăх кăтартать. Сире çакăншăн тав тăватпăр!

Эпир сире малашне те пулăшса пырăпăр, сывлăх сыхлавĕн тытăмне лайăхлатăпăр: çĕнĕ больницăсем хута ярăпăр, медицина учрежденийĕсене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтерĕпĕр, сиплев ĕçне çĕнĕ технологисем кĕртĕпĕр. Çакă пĕтĕмпех граждансен ырлăхĕшĕн, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстерессишĕн витĕмлĕ пулĕ.

Медицинăн хисеплĕ ĕçченĕсем! Юратнă ĕçе чунпа парăнса пурнăçланăшăн тав сире! Çирĕп сывлăх, ырлăх, телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                       Олег Николаев



20 июня 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter