Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысланă

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысланă

Республика кунӗнче Олег Николаев Чӑваш Енре паллӑ ҫынсене чысланă. Медальсемпе орденсене, ытти хăш-пĕр наградăсене музыкантсем, медицина ӗҫченӗсем, строительсем, социаллă сферăра  тăрăшакансем -  ҫĕршыва аталантарас ӗҫе  пысăк тӳпе хывакансем  тивĕҫнĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  хăйĕн ум сăмахĕнче залра ларакансене пысӑк професси ӑсталӑхӗ, ӗҫченлӗх тата тӑван республикӑна юратни пӗрлештерет тесе палӑртнӑ.

"Паян, пӗтӗм Чӑваш Ен хӑйӗн тӗп уявне уявланӑ чухне, эпир сире – тӗрлӗ отрасльсенче тата сферӑра ӑнӑҫлӑ ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене чыслатпӑр. Сирӗнпе мухтанатпӑр. Эсир кашни кун хӑвӑр ӗҫтешӗрсемпе  пĕрле ҫитӗнекен ӑрăва воспитани пама витĕм кӳретĕр, халӑхӑн йӑли-йӗркине хисеплеме вĕрентетĕр", палӑртнă Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи  культура республикӑн тӗп ҫул-йӗрне аталантарма та май панине палӑртнӑ. «Ҫакна Шупашкарти экономика форумӗ  те ҫирĕплетсе пачĕ. Ӑна ертсе пыракан экспертсем цифра технологийӗсене тӗрлӗ сферӑна ӗҫе кӗртнине сӳтсе яврĕҫ. Регион ҫыннисемшӗн Шупашкарти культура форумӗ те пӗлтерӗшлӗ пулӑм шутланать. Чӑваш Енре ҫакнашкал анлӑ мероприятисем ирттересси республикӑна чӑннипех чунтан парӑннӑ ҫынсене, профессионалсене пула кӑна пулма пултарать. Эсир те, паллах, кунашкаллисем пулатӑр",  сăмаха пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗпе  килĕшӳллĕн  культурӑпа искусствӑна аталантарассишӗн, нумай ҫул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн орденпа  Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи  драма театрĕн артисткине Нина Яковлевăна  чысланă.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе килĕшӳллĕн "Чӑваш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ" ята Чӑваш Республикин патшалӑх академи симфони капелӗн директорĕн-пултарулăх ертӳҫин ҫумне Морис Яклашкина панӑ.

"Чӑваш Республикин умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденпа Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗн Чӑваш Республикин уйрăмĕн управляющийĕ пулса ĕҫленĕ Роза Кондратьевăна тата «Специализированный застройщик «Монолитное строительство»  ТМЯО тӗп директорне Алексей Палькина   чысланă.

Паллă кун тата та ытти ҫынсем пысăк хисепе тивĕҫнĕ.  Вĕсем чăнласах та тĕслĕхре республикăра пурăнакансемшĕн.

Ҫак кун Чӑваш Енре пурӑнакан 19 ҫын тивӗҫлĕ наградӑсем илнĕ.

 



24 июня 2021
20:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter