Шыв ыйтăвĕ тĕп вырăнта
Ĕçмелли шыв ыйтăвĕ çĕр чăмăрĕ çинче çÿлсерен çивĕчленсе пынине пĕлетпĕр-ха. Чăваш Енре те лару-тăру çăмăлах мар. Республикăри 11 районта типĕ çанталăк тăнă май, пусă-çăлсенчи шывсем типнĕ, шыв пашнисен хăватлăхĕ çитмест. Çивĕч ыйтăва тишкерме Олег Николаев Правительство шайĕнче пуху ирттерчĕ. Унта район-хула администрацийĕн пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.