Кăтартусене пĕтĕмлетме вăхăт
Республикăн çур çулти промышленноç кăтартăвĕсен индексĕ 3% ӳснĕ. Çапла вăл 103,7% танлашнă. Пысăках мар пулин те пандеми лару-тăрăвне шута илсен кăтартусем япăх мар. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тунтикунсерен иртекен ларура пĕтĕмлетрĕç.