Правительство ҫуртӗнче наци проекчӗсемпе килĕшӳллĕн пурнăҫланакан объектсенчи ĕҫ-хĕле сӳтсе явнă

Правительство ҫуртӗнче наци проекчӗсемпе килĕшӳллĕн  пурнăҫланакан объектсенчи ĕҫ-хĕле сӳтсе явнă

Наци проекчӗсене епле пурнӑҫласси ведомствӑсемпе службӑсен килӗшӳллӗ ӗҫӗсенчен нумай килет. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикинче наци проекчӗсене пурнӑҫланӑ шайра капиталлӑ строительство, юсаса ҫӗнетес тата тӗпрен юсас енӗпе ĕҫлекен штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

 «Эпир пурсăмăр та пĕр-пĕринпе ăнланса тухăҫлă ĕҫлесе пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Кăҫал объектсем тӑвас ӗҫе пĕрлехи центр урлă йĕркелесе яма пултартăмăр.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ĕҫ-пуҫ ҫивĕч тĕрĕслеве ыйтать.  Мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене туллин тата вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пымалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

"Ведомствӑсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫынсемшӗн сисӗнмест, анчах та вӑл мӗнле йӗркелени йышӑнусен тухӑҫлӑхӗ ҫине витӗм кӳрет", - тесе палӑртнӑ регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.

"Республикӑра пурӑнакансене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленĕ ыйту сахал кăсăклантарать, проекта кам тата мӗнле пурнӑҫлани кирлех те мар пулĕ. Халӑхшӑн ӑна вӑхӑтра туса лартни кирлӗ. Вӗсемпе усӑ курма май пуррипе ҫуккине ҫеҫ кӗтеҫҫӗ. Кирек-епле тытăмри ĕҫ те вĕсене кăсăклантарать. Вăл хăть ФАП, е тата ФОК пур-пĕрех.  Ҫуртсем вăхăтра пурнăҫа кĕрсе пыччĕр, вĕсене патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма хăтлă условисем йĕркеленчĕр», - тенĕ Олег Николаев.

Регионти тӗп строительство объекчӗсене пурнӑҫланӑ шайра тӗпрен юсаса ҫӗнетесси ҫинчен калакан хыпарсемпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов паллаштарнă.

"Таса шыв" регион проектне пурнăҫлама 604,5 млн тенкӗ уйăрнă, ҫав шутра ҫур миллиард ытла строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем валли пăхса хăварнă. Пурӗ тӑватӑ объект тума палӑртнӑ", - тесе пӗлтернӗ вӑл. Шупашкар районĕнче Чандрово ялĕнче насус станцине хута янă.  Пӑрачкав районӗнче водопровод тӑвасси малалла пырать. Ӗҫе вӗҫлеме кӑҫал чӳк уйӑхӗнче палӑртнӑ. 2022 ҫулта Шӑмӑршӑра, Патӑрьел тата Каҫал ен районӗсенче ҫĕнĕ объектсем туса лартасси планра пур. Кун пирки те асăнса хăварнă вице-премьер.

"Атӑла сыватасси" проектпа килĕшӳллĕн палӑртнӑ виҫӗ объекта (финанс калӑпӑшӗ 273 млн ытла тенкӗпе танлашать) контрактланӑ, вӗсен ӗҫӗсене йӗркелесе пыраҫҫӗ.

"Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвӗн уйрӑм программин шайӗнче "Солнечнăй" тата "Ҫӗнӗ хула" микрорайонсенче, Шупашкарти Магницкий урамӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта инженер инфратытӑмӗн 12 объектне туса лартаҫҫӗ. Конкурс процедурисене пурнӑҫланӑ, 11 контракт 170,4 млн тенкӗ чухлӗ тунӑ", - пӗлтернӗ вице-премьер.

Павел Данилов Чӑваш  Республикин Строительство министерстви пӗрлехи заказчикӑн республикӑри службипе тата Шупашкар администрацийӗпе пӗрле строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫлама 2,1 миллиард тенкӗ чухлӗ патшалӑх тата муниципалитет контракчӗсене ҫирӗплетнине,  вăл планпа пăса хăварнинчен 90 процентран та ытларах пулнине палӑртнă. Хальхи вӑхӑтра 119 млн тенкӗпе танлашакан ултӑ контракт валли конкурс йĕркисем иртнине хыпарланă вăл сăмаха ҫавăрса.



16 июля 2021
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter