Сĕт хакĕ чакман
Ĕне тытакансене çу кунĕсенче çулсерен пĕр ыйту канăçсăрлантарать — сĕт хакĕ палăрмаллах чакать. Чăваш Республикинче анчах мар, Раççейри мĕнпур регионта çакнашкал лару-тăру. Çавна май ĕне тытакан хуçалăхсен шучĕ чакать. Чăваш Ен Правительстви сет хакĕ чакна вăхăтра ĕне тытакансене иккĕмĕш çул ĕнтĕ субсиди парса хавхалантарать.