"Ядринмолоко " ОАО предприятине туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа унти ĕҫченсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланă

"Ядринмолоко " ОАО предприятине туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа унти ĕҫченсене   Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланă

«Ядринмолоко» ОАО предприятинче тăрăшакансене пурне те организацине йĕркелесе янăранпа 90 ҫул ҫитнине палăртса  чун-чĕререн саламлатăп. Ҫак тапхăрта предприяти республикăпа пĕрле тĕрлĕ йывăрлăхсене парăнтарса пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма пултарчĕ.  Паян организацире пысăк технологи витĕмлĕхĕ куҫ кĕретех.  Чăваш Республикин агропромышленноҫ пайĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ предприятийĕсенчен пĕри тесен те йăнăш мар.  Пĕр-пĕринпе килĕшсе, хăвăра шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пысăк шайра пурнăҫласа пынăшăн тав тăватăп.  Сирĕн ĕҫ йĕрки те питĕ ҫирĕп пулса пырать. Тĕрлĕ сĕт-ҫу таврашне хатĕрлесе тирпейлее кăларма пикенетĕр. Сирĕн апат-ҫимĕҫĕн пахалăх шайĕпе ҫынсем питĕ кăмăллă.   Хамăр тăрăхра анчах мар, республика тулашĕнче те сирĕн таварсене хапăл тусах туянаҫҫĕ.  Эсир кулленех инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма пикенетĕр, пуласлăхри тĕллевсем те пысăк.   Сире пурсăра та ăнăҫусем малашнехи ĕҫре сунатăп», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хура ĕҫлекенсене ӳлĕмрен те Чăваш Республикин Правительстви тĕрев пама хатĕррине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май, приоритетлă ыйтусемпе тăрăшакан организацисем пĕлтерĕшлĕ, ыттисемшĕн вĕсем тĕслĕхре тесе асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.

Яланхиллех, йăлана кĕнĕ тăрăх, предприятинче тăрăшакансене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă.  Ял хуҫалăх пайĕнче нумай ҫул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн, Чăваш Республикин ял хуҫалăхĕн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ ята предприятийĕнче лаборатори пайĕнче пуҫлăх пулса тăрăшакан Оксана Михайловăна тата микробиолога Татьяна Семеновăна парса чысланă, малашнехи ĕҫре те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал суннă.

Торжествăлла пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, республика Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхпе пĕрле тĕрлĕ цехсенче пулнă, унти ĕҫ-хĕлпе кăсăкланнă.  



12 августа 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter