«Чӑваш Ен ҫар валли пĕлтерĕшлĕ таварсем туса кӑларать», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев
"Ҫар – 2021" форумра Чӑваш Ен тӑратнӑ таварсем тата пуҫаруллă проектсем конкурентлӑ пулма пултарассине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
«Раҫҫей Президенчĕ ҫар умне лартакан тĕллевсене пурнăҫлама Чăваш Ен питех те пĕлтерĕшлĕ таварсем калăпласа кăларать, самолетсем шанчăклăн вĕҫчĕр тесе, техника ҫирĕп пултăр тесе тăрăшать. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассинче Чăваш Ен предприятийĕсем пысăк витĕм кӳни питĕ лайăх. Вĕсем ҫĕршыв оборонине ятарлă промышленноҫ хатĕрӗсемпе тивĕҫтереҫҫĕ. Ҫав предприятисем пирки пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр, вӗсем хăйсен отрасль тытăмĕнче ăнăҫлă ĕҫлеҫҫӗ, Раҫҫей Федерацийĕшĕн те, Чăваш Республикишĕн те пĕлтерĕшлисем шутланаҫҫĕ, экономика аталанăвне пысăк тӳпе хываҫҫĕ. Пирĕн тĕллев мĕн пуррине упрасса хăварассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тӑвассси, малашне тата та вăйлăрах аталанма пултармалли майсем йӗркелесси. Вĕсем чи ҫирĕп те вăйлă аталанакан предприятисем пулнине паянхи куравра курса ĕнентĕмĕр. Чи кирли – хăйсен ĕҫ-хĕлĕнче перспективлă проектсем хатĕрлесе тăратни. Ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларассипе те пысăк плансем пур вĕсен. Таварсене паянхи рынока тĕпе хурса туса хатӗрлеҫҫĕ. Апла пулсан, вĕсем ыран та, малашне те кулленех кирлӗ пулассине шансах тăратпăр», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ предприятисен делегацийĕсемпе тĕл пулнӑ. Ертӳҫĕсемпе пĕрле республикăна таварсемпе туллин тивĕҫтерессине, ҫавăн пекех таварсене вырнаҫтармалли рыноксен географине анлӑлатас ыйтăва та сӳтсе явнă.
«Оборонăпа промышленноҫ енĕпе мĕнпур ырă енсене тепĕр хут пăхса тухса тарăн тишкерӳ тумалла, таварсене пысăк технологи витĕмлĕхне тĕпе хурса ытларах туса кăлармалла. Палăртнă комплексра мӗн пур ӗҫе халӑха кирлӗ таварсем тата технологисем туса кӑларас тӗллевпе йӗркелемелле. Ҫĕнĕ йышăнусем тăвас тесессĕн пĕр-пĕриншĕн усăллă коопераци ҫулĕсене шырамалла. Ун пек чухне тата та вăйланса пыма пулĕ, пĕрлешсе ĕҫленине кура, таварсем те ҫĕнелĕҫ, рынокра ĕҫлеме анлăрах ҫул-йĕрсем уҫăлĕҫ», – тесе каланă регион Ертӳҫи.
Пысăк предприятисене вак тата вăтам бизнеспа ĕҫлĕ хутшăнусем йӗркелеме, уйрăмах вĕсене халӑха кирлĕ таварсем туса кăларас ĕҫе явăҫтарма сĕнет Пуҫлăх.
Кунсăр пуҫне, хальхи вăхăтра Чăваш Ен предприятийӗсем «РЖД» АУО струк-турисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме пултармалли ҫул-йĕре тишкернине асăннă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Предприятисен тӗнчери ҫӗршывсен посольствисенче Чӑваш Ен кунӗсене ирттерессине йӑлана кӗртессипе ҫыхӑннӑ сӗнӗвне те ырласа йышӑннӑ Ертӳҫӗ.