Кунта çӳрекен ватлăх çинчен манать

Аэрохоккей мĕнле вăйă пулнине ку таранччен пĕлмен ватăсем çаврнăçулăхне пач çухатман-ха. «Инструкципе паллашар-ха», — пĕри çапла сĕннĕ çĕре тепри ăсласа та илчĕ. Ачалăхри вăйăсене асĕнчех тытсан та çĕннине те тиркемерĕç вĕсем, çутăпа тивĕçтернĕ сĕтел çийĕн шутарчĕç çеç шайбăна.

Паян Шупашкарти Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр çумĕнче «Манăн социаллă центр» тĕслĕх хутлăх уçăлчĕ. Хальлĕхе вăл пирĕн республикăра виççĕмĕш: маларах Çĕмĕрле тата Куславкка хулисенче çакнашкаллисем уçăлнă. Аслă ăрури çынсене хăйсен сывлăхне çирĕплетме, пултарулăхне аталантарма, пуçаруллă тĕрлĕ шухăшне пурнăçа кĕртме май паракан лапам темелле ăна. Çĕнĕ объектпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, республикăри ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова, сумлă ытти хăна паллашрĕç. Комплекслă центр ертӳçи Ренада Федорова аслă çултисемпе еплерех ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ.

 Центра çӳрекен кĕмĕл ӳсĕмрисен ĕç-хĕлĕпе паллашрăм та — кăмăл çав тери çĕкленчĕ. Пĕр енчен, кунта пухăнакансем хăйсем валли тĕрев шыраççĕ, тĕрлĕ йывăрлăхран хăтăласшăн, пĕр ӳсĕмрисемпе тунсăхне сиресшĕн пек. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсенче хевте пуррине кура çынсене пулăшма май тупаççĕ. Çакă паха та. Хăйне ĕçлĕ туякан çыннăн ватăлма, чир-чĕрпе пусăрăнма вăхăт çук, çавăнпа кирлĕ те кун пек центрсем. Çавăнпа малашне те уçма тĕллев лартатпăр. Кăçалах социаллă тĕслĕх лапамсем Канашра, Улатăрта, Çĕнĕ Шупашкарта хута ямашкăн палăртатпăр, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.



Хыпар
27 августа 2021
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter