Алла САЛАЕВА, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР вĕрентӳ министрĕ: «Суйлава хутшăнасси – ырă малашлăха ĕненекен кашни çыннăн тивĕçĕ»

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева Коопераци институтĕнчи суйлав участокĕнче сасăларĕ.

«Суйлава хутшăнасси — ырă малашлăха ĕненекен кашни çыннăн тивĕçĕ. Вăл хăйĕн пуласлăхĕшĕн, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн сасăлать», — терĕ Алла Леонидовна. Хăй суйлава чи малтанхисен йышĕнче хутшăннине палăртса çапла каларĕ: «Эпĕ хамăн тивĕçе пурнăçларăм. Ытти чухнехи пекех хамăн шухăша тĕпе хурса сасăланинчен ĕç кунне пуçларăм». Ку ĕçе ыттисене те хастар хутшăнмашкăн чĕнсе каларĕ вăл.



Хыпар
17 сентября 2021
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter