ЧР ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова суйлава хутшӑнчӗ
Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова паян суйлава хутшӑнчӗ.
- Патшалӑх ӗçне шӑпах çапла майпа хутшӑнма ирӗк парать пире Конституци. Суйлава хутшӑнасси - кашни çыннӑн гражданла тивӗçӗ, - терӗ Алевтина Николаевна. -Çемьесене тӗревлеме, ачалӑха ырӑ та çутӑ тӗссемпе пуянлатма тӗрлӗ ӗç туса ирттереççӗ паян. Ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен уполномоченнӑйшӑн çакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
- Хула, республика, çӗршыв аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакансемшӗн патӑм хамӑн сасса, - палӑртрӗ Алевтина Федорова.