Республика парламентне çĕнĕ çынсем килĕç

Çапла калани тӳрĕ пĕлтерĕшпе те, сăнарлă каласан та вырăнлă: Патшалăх Канашĕнче хальччен пулман чылай çын мандат илет, çийĕнчен парламент йышĕнче «Çĕнĕ çынсем» парти элчи те пулĕ.

Çакăн çинчен тунтикун ирхине журналистсемпе тĕл пулнă май ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтерчĕ. Виçĕ куна тăсăлнă суйлав вĕçленчĕ, авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 9 сехет тĕлне бюллетеньсен 99% ытла пайне тишкерсе шута илнĕ, юлнисем суйлавăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене курăмлă витĕм кӳреймĕç. Çапла вара сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсем паллă: республикăри политика анин пулас ӳкерчĕкĕ уçăмлă темелле.

Александр Иванович пĕлтернĕ тăрăх, Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти сасăсен 35,7% пухнă. Ку кăтарту, ТСК председателĕн шучĕпе, çак партишĕн сенсаци шайĕнчех пĕчĕк. Анчах çапла пулма пултарасса нумайăшĕ пĕлнĕ, кĕтнĕ, çавна май, иккĕленмест вăл, çак процентсем те — партин шанчăклă çĕнтерĕвĕ.

Коммунистсем иртнĕ суйлаври мар, ун умĕнхи сасăлавсен пысăк кăтартăвĕсем патне таврăнни вара, тĕрĕссипе, кĕтменлĕх — РФКПшăн суйлавçăсен 21% ытларах йышĕ хăйсен сассине панă. «Тĕрĕс Раççей» парти кăтартăвĕ те лайăх — 15%. РЛДПн вара, Александр Цветков шучĕпе, савăнма сăлтав çук — Жириновский «кăйкăрĕсем» тем тесен те пысăкрах кăтарту кĕтнĕ пулĕ, 7,5% вĕсене çырлахтармасть-тĕр.

Республика парламенчĕн депутачĕсен суйлавĕн тĕп сенсацийĕ вара — Пенсионерсен партийĕ сасăсен 7% яхăн пайне çĕнсе илме пултарни тата «Çĕнĕ çынсем» партишĕн суйлавçăсен 6% яхăн йышĕ сасăлани. Александр Иванович аса илтерчĕ: парти 5% танлашкан чикĕ урлă каçсан унăн пĕрререн кая мар кандидачĕ депутат мандатне илет. Апла тăк юлашкинчен асăннă партисен пĕрер элчи мандатлă пулатех, эппин, хальччен тăватă парти представителĕсенчен тăнă Патшалăх Канашĕ малашне ултă партиллĕ пулĕ.

Анчах унта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пурпĕр чи пысăк вăй пуласси куçкĕрет. Çакна вăл партисен списокĕпе шанчăклă çĕнтерни те çирĕплетет. 22 мандатран 20-ĕшне «ПР» çĕнсе илнĕ, икĕ округра кăна унăн кандидачĕсем урăх партисене выляса янă. Çĕнĕ Шупашкарти 21-мĕш округра çапла пуласси паллăччĕ-ха — унта эсерсен представителĕ Сергей Семенов, опытлă депутат, мала тухнă. Шупашкарти 16-мĕш округри сасăлав вара никам та кĕтмен кăтартупа вĕçленнĕ. Унта «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» тата «Тĕрĕс Раççейĕн» самай сумлă кандидачĕсем кĕрешĕве тухнă, вĕсене вара РФКП представителĕ хыçа хăварнă, хальччен никамах та пĕлмен Ирина Алексеева çĕнтернĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ Александр Цветков та коммунистка кандидат тĕслĕхĕ çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ: «Çамрăк та илемлĕскер — 1984 çулта çуралнăскер. Виçĕ ача амăшĕ… Суйлав тени çавăнпа интереслĕ те…» Çамрăксем тенĕрен, парламентăн çĕнĕ йышĕнчи чи çамрăк кандидат Ксения Семенова пулĕ — 2000 çулта çуралнăскер, «Çĕнĕ çынсен» представителĕ. Саккунпа килĕшӳллĕн ПК депутачĕн мандатне шăпах 21 çултан илме пулать — унтан çамрăкраххисен унашкал право çук.

Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕнче пĕр мандатлă Канаш тата Шупашкар округĕсенчен «Тĕрĕс Раççей» представителĕ Анатолий Аксаков тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кандидачĕ Алла Салаева çĕнтернĕ. Иккĕшĕн те пĕрешкелрех кăтарту: Анатолий Геннадьевичăн – 41,8%, Алла Леонидовнăн та — 40% яхăн. «Шанчăклă çĕнтерӳ, ку кăтартусем сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ улшăнма пултараймассине çирĕплетеççĕ», — терĕ\Александр Иванович иккĕшĕн пирки те. Дума депутачĕсен суйлавĕн партисен списокĕсемпе çыхăннă сасăлавĕ те Чăваш Ен парламенчĕпе çыхăннă сасăлавăннипе пĕр евĕр. Уйрăмлăхĕ, ТСК председателĕ палăртнă тăрăх, эсерсем кăшт ытларах сасă пухнинче, ытти парти кăтартăвĕсем кăшт кăна пĕчĕкреххинче тата «пенсионерсем» çуккинче çеç.

Суйлавçăсен хастарлăхне илес тĕк — вăл та самай пысăк. Пандеми условийĕсенче 58% — лайăх кăтарту. Александр Цветков çак кăтартăва муниципалитетсем тăрăх пайласа хакламарĕ, анчах районсемпе хуласен проценчĕсене вырсарникун каçхинех, сасăлав вĕçленнĕ хыççăн, общество сăнавĕн центрĕнче пĕтĕмлетнĕччĕ. Чи пысăк кăтарту Елчĕксен — суйлавçăсен 90,4% сасăланă. Çавăн пекех Тăвай, Патăрьел, Шăмăршă районĕсен кăтартăвĕсем пысăк. Чи япăх кăтарту — Шупашкарти Калинин районĕнче — 43% патнелле. Анчах Александр Цветков çак цифрăна та хулашăн начар мар тесе хакларĕ.

Суйлавра саккуна пăснă пысăк тĕслĕхсем, сасăлавăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене витĕм кӳме пултараканнисем, пулман. Паллах, вак-тĕвексĕр мар, вĕсене тĕплĕ тишкерĕç. Калăпăр, урнăра кирлинчен ытларах бюллетень пулни — сăмах çакăн йышши тĕслĕхсем пирки. Александр Иванович ку суйлав фейк-хыпарсен питĕ пысăк шучĕпе уйрăлса тăнине пайăррăн палăртрĕ. Анчах суйлав уççăнлăхĕпе саккунлăхне тивĕçтерме сăнавçăсен пысăк çарне явăçтарни, нумай участокра видеоӳкерӳпе усă курни çав суя хумне сирме май панă.

Республика парламенчĕн депутачĕн мандачĕсен хуçисем çывăх вăхăтрах паллă пулĕç — юлашки суйлав участокĕ хăйĕн пĕтĕмлетĕвне çирĕплетсен, Раççей Тĕп суйлав комиссийĕ тивĕçлĕ документсене алă пуссан. Александр Цветков Мускав ытларикунах пăнчă лартасса кĕтнине палăртрĕ. Анчах партисен списокĕсемпе çыхăннă ĕç-пуç ТСКн тепĕр ларăвне те ирттерме хистет. Кандидатсене вĕсем суйлавра çĕнтерни çинчен пĕлтереççĕ, çакăн хыççăн вĕсен мандата йышăнма е илмешкĕн хирĕçлеме пилĕк кун пур.

Калăпăр, РЛДП тĕслĕхĕнчи пек. Çак парти Патшалăх Канашĕн суйлавне тухнă списокра пĕрремĕш позицире — \парти лидерĕ Владимир Жириновский. Александр Цветков уçăмлатрĕ: Жириновский Чăваш Ен парламентĕнче ĕçлессе никам та кĕтмест-тĕр — вăл мандат илме хирĕç пулĕ, çав мандата кам илессине вара пирĕн тепĕр ларура палăртма тивĕ. Çапла вара, ун шучĕпе, республикăн саккун кăларакан аслă органĕ çĕнĕ йышпа пирвайхи сессие авăн уйăхĕн вĕçĕнчех пухăнма пултарĕ.

Суйлав вĕçленчĕ, унăн кăтартăвĕсен тĕплĕ тишкерĕвĕ вара умра-ха. Йăнăшсемпе çитĕнӳсен сăлтавĕсене те кашни парти тĕплĕ сӳтсе явĕ. Çак тишкерӳ, тĕрĕссипе, пуçланчĕ теме те юрать. Общество сăнавĕн центрĕнче сасăлав вĕçленнĕ хыççăн кашни парти лидерĕсен массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен умĕнче сăмах илме май пулчĕ. Кашниех ерçеймен, анчах пынисем хăйсен малтанхи кăтартăвĕсене об±ективлă хаклаççĕ. «Çĕнĕ çынсен» регионти уйрăмĕн ертӳçи Евгений Петров партие суйлавра çăмăл килменнине палăртрĕ, çĕнтерӳ пуласса шаннине çирĕплетрĕ /ЧР Патшалăх Канашĕн йышне кĕни вара, каларăмăр, чăн çĕнтерӳ/.

Николай Владимиров /«Пĕрлĕхлĕ Раççей»/ «едроссем» суйлава халăх партийĕпе тухнине аса илтерчĕ. Ăна çынсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Халĕ çав программăна пунăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлемелли тапхăр пуçланать. Вăл суйлавçăсене пирĕннисемпе сирĕннисем çине пайламасăр пурне те пĕрле ĕçлеме чĕнсе каларĕ: «Кашни партин — хăйĕн программи, анчах вĕсенче пĕрешкелли те нумай — республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕни ĕçлемелле». Сăмах май, çĕнĕ çынсем тени «Пенсионерсемпе» тата «Çĕнĕ çынсемпе» кăна çыхăнман. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» те ку хутĕнче хăйĕн йышне вăйлах çĕнетнĕ — иртнĕ суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă чылай çыннăн парламентпа сывпуллашма тивет.

«Тĕрĕс Раççей» представителĕн Игорь Моляковăн сăмахĕ яланхилле тиркевлĕ пулчĕ. Вăл эсерсем тĕллев вырăнне хурса ĕçлемелли ыйтусене тепĕр хут аса илтерчĕ: пенсие каймалли çулсене чакарасси, ĕçлекен пенсионерсен пенсине индексацилесси тата ытти те. «Питĕ пуян çĕршывра унăн гражданĕсем мĕншĕн чухăн? Мĕншĕн ĕç укçи, пурăнма кирлĕ виçе пĕчĕк?» — Моляков çакнашкал ыйтусен хуравĕсене тупасшăн.



Хыпар
20 сентября 2021
19:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter