Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан канашлу иртнĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев виçĕ куна тăсăлнă сасăлав теминчен пуçларĕ — суйланнă депутасене саламларĕ.

Канашлура ТСК председателĕ Александр Цветков сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ те — Олег Николаев ку хутĕнче сасăлавшăн тĕрлĕ суя хыпар нумаййи кăтартуллă пулнине пăшăрханса палăртрĕ. Тĕрлĕ сервис вăйлă аталаннине кура хăш-пĕр вăй вĕсемпе усă курса лару-тăрăва çивĕчлетме тăни куçкĕрет. Суйлав саккунĕсене пăснипе çыхăннă тĕслĕхсем чăннипех пулнă пулсан вара, иккĕленмест регион ертӳçи, вĕсене çиеле кăлармалла, айăплисене явап тыттармалла. Кирлĕ пулсан ЧР Пуçлăхĕ çак ĕçе хăй те хутшăнма хатĕр.

Канăшлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту вара çурт-йĕре хĕле хатĕрлесси пирки пулчĕ. Строительство министрĕ Павел Данилов çурт-йĕре хутса ăшăтасси çанталăка пула кăçал иртерех, авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчех, пуçланнине аса илтерчĕ. Тунтикун тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсен 61%, социаллă объексен 81% ăшă панă. Ку ĕçе Елчĕк районĕнче, Канаш, Шупашкар хулисенче, хăш-пĕр ытти муниципалитетра лайăх йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах Элĕк, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем, Çĕмĕрле тата Улатăр хулисем тĕлĕшпе ыйту нумай.

Павел Владимирович энерги ресурсĕсемпе çыхăннă парăмсен ыйтăвĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ — вăл нумай чăрмав кӳрет. Парăмсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 7,6 миллиард тенкĕрен те иртнĕ. Çав шутра халăх парăмĕ — 1,1 миллиард, коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансен — 2 миллиард ытларах, ЖКХ организацийĕсен — 2,6 миллиарда яхăн тенкĕ. Ăшă энергийĕшĕн потребительсем 760 миллиард тенкĕ тӳлесе татман, электричествăшăн — 404 миллион тенкĕ. Чи пысăк парăм — çут çанталăк газĕшĕн — 1,4 миллиард тенкĕ. Асăннă цифрăсем çулталăк каяллахинчен чакнă, анчах нумай мар — парăмсен çивĕч ыйтăвĕ сирĕлесси курăнмасть-ха.

Ахальтен мар ĕнтĕ газпа тивĕçтерекен «Газпром межрегионгаз Шупашкар» ертӳçи Кияметдин Мифтахутдинов та тарăхăвне пытармасăр сăмах илчĕ: ĕç-пуç лайăхланни сисĕнмест, чылай муниципалитетра тӳлевсем «стоп-парăм» шайĕнче — «мĕнле пулнă — çав вырăнтах улшăнми тăраççĕ». Чылай районпа хула яваплăха туймаççĕ. Калăпăр, авăн уйăхĕнчех газ кирлĕ пулма пултарассине маларах Шупашкарсăр пуçне пĕри те шута илмен: «Эпир пурне те çу уйăхĕнчех заявка парса хума сĕнетпĕр. Авăн уйăхĕ çывхарсан, çурла вĕçĕнче, газ кирлĕ мар теме пултараççĕ — эпир çакна шута илетпĕр. Çапла туман та, маларах заявка паман та — халĕ пирĕн газăн кубла метрне 6 тенкĕпе мар, 1,5 хут хаклăрахпа, 9 тенкĕпе, сутма тивет».

10 районпа хулан кăна газ тĕлĕшпе çивĕч ыйту çук, ыттисен — пысăк парăмсем. Çавна пулах газпа тивĕçтерекен организацисен ĕçченĕсен те пиçиххие туртарах çыхмалла — премисене касма тивет. «Ыттисене пурне те хăтлăх кӳрсе хамăрăн пурнăçа хăтлăхсăр тăватпăр», — кăмăлсăрланчĕ Кияметдин Садртдинович. Çавăнпах, тӳлев пĕчĕккипе, профессионалсем — опытлă та ăста кадрсем — компанирен пăраха-пăраха каяççĕ-мĕн. Вăл пысăк парăмлă районсемпе хуласене вĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен хушамачĕсене каласах асăнчĕ. Çав шутра Вăрнар районĕ те пулчĕ. Унти Мускав çынни хуçаланакан пĕр компанипе газовиксем судлашаççĕ-мĕн, Калининăна ăшăпа тивĕçтерекен организаци тĕлĕшпе те ыйтусем пур. Олег Николаев Вăрнарти ĕç-пуçа уçăмлатма район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Андрей Тихоновран ыйтрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ăшă парассине авăн уйăхĕн 21-мĕшне палăртнă, анчах çанталăк сивĕ пулнине кура 20-мĕшне куçарнă. Газшăн тӳлемелли парăма илес тĕк — шăпах паян Мифтахутдиновпа тĕл пулма калаçса татăлнă… Кунашкал хурав Олег Николаева тивĕçтермерĕ.

— Манăн сирĕн вырăна ĕçлемелле тесе шутлатăр пулĕ. Эпĕ апла шутламастăп. Пĕлтĕр те çак ыйтусемпех сирĕн патра пулнăччĕ, халĕ стрительство министрĕн çине тăрса ĕçлеме тивет. Эпĕ кашни хутĕнчех сирĕн пата васкама хатĕр мар. Сирĕн унта хĕрлĕ зонăра та сивĕ вĕт. Çынсем чирлесе больницăра выртаççĕ, çийĕнчен тата шăнаççĕ! Енчен те çак ĕçсене концессие панă тăк — ĕçлемелле. Енчен те концессионер урлă укçана кăна айккине кăларатăр пулсан, кунăн ячĕ концесси мар — урăхларах… - сасă хăпартсах каларĕ Олег Алексеевич.

Канашлу коронавирус ыйтăвĕпе вĕçленчĕ. Олег Николаев халăха чирлесрен вакцинациленме хавхалантармалли система, укçапа çыхăнманскер, пирки сăмах пуçарчĕ — унпа усă курни пулăшма тивĕç. Чăн та, юлашки вăхăтра прививка тутарнă çынсен шучĕ палăрмаллах ӳсни сисĕнет. Анчах чирленине пула госпитализациленисен йышĕ те куллен пысăкланать. Апла тăк сыхлăх пулмаллах. Олег Алексеевич общество апатланăвĕн предприятийĕсене, культура учрежденийĕсене çынсене вакцинациленнине çирĕплетекен Q-кодпа кăна кĕртме пуçласси вырăнлă пуласси пирки каларĕ.



Хыпар
20 сентября 2021
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter