«Канаш»  ТОСЭР резиденчĕсене валли экономика ĕҫ-хĕлне анлăлатма Чăваш Ен  заявка панă

«Канаш»  ТОСЭР резиденчĕсене валли экономика ĕҫ-хĕлне анлăлатма Чăваш Ен  заявка панă.

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.  Кун пек йышăну туни Канаш монохулана резидетсем явăҫтарма витĕм кӳрессине  палăртнă.  Инвестици хывакансем ял хуҫалăх таварĕсемпе, металлсемпе ĕҫлеме палăртаҫҫĕ, ку енпе проектсене пурнăҫа кĕртме шутлаҫҫĕ.  

Тӗрлӗ программӑсене ҫыхӑнуллӑ тӑвас, вӗсенче палӑртнӑ мероприятисен пысӑк тухӑҫлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе республикӑна аталантармалли пилӗк ҫуллӑх программӑна анлӑн сӳтсе явса йышӑннă. Ун никӗсӗ ҫинче республикӑн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗн Стратегине туса хатӗрленĕ тата ӑна Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетнĕ.

«Чăваш Ен Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерствине заявка тăратнă.  Хальхи вăхăтра «Канаш» ТОСЭР пурĕ 13 енпе экономика пĕлтерĕшлĕ ĕҫ-хĕле аталантарса пыраҫҫĕ. Паллă, вĕсене уйрăм ҫăмăлăх условисем те пăхса хăварнă.  Чăваш Республикин аталанăвĕ валли 2020-2024-мĕш ҫулсенче социаллă пурнăҫпа экономикăна вăй илтерме ятарлă программа йышăннă.  Кунта та, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме тĕрлĕ мероприятисем кĕртнĕ.  Ҫакăн пирки та асăннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Канашра предприятисем хăватлăн аталанса пырсан, республикăн экономика аталанăвĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Палăртнă муниципалитетра ҫитĕнӳсемпе ĕҫлени куҫ кĕретех.  Калăпăр, паянхи куна вăр хулана 690 млн тенкĕ уйăрнă, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем те йĕркелени сисĕнет. Тӗллевлӗ индикатор – 2025 ҫул тӗлне республикӑри чухӑнлӑх шайӗн кӑтартӑвӗ (паянхи 17 процент) сахалтан та 14,3 процент таран чакмалла.

Ҫапла, «Канаш» социаллӑ пурнӑçпа экономика мала иртсе аталанакан территорире паянхи куна 13 резидент ӗçлет, 180 çӗнӗ ӗç вырӑнӗ йӗркеленӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ зонӑсен вӑй-хӑвачӗ чылай пысӑкрах пулни куҫ кӗрет. Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствине «Канаш» ТОСЭР территорийӗнче ӗçхӗлӗн ирӗк панӑ тӗсӗсен шутне ӳстермелли ҫинчен калакан заявкӑна Раççей Экономика аталанӑвӗн министерствине хатӗрлесе янă. Ҫак ыйтӑва татса пани ҫӗнӗ резидентсем, миллиардшар тенкӗлӗх инвестици явӑçтарма, çӗнӗ ӗç вырӑнӗ йӗркелеме май парĕ.

2025 ҫулсем тĕлне инфратытăма аталантарассипе те сахал мар проектсем пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. «Канаш хулин аталанса пыма условисем аван.  Экономика тĕлĕшĕнчен вăй илсе пыма та меллĕ.   Экономика ӗҫ-хӗлӗн уйрӑм условисемлӗ зонисене туса хурасси – витӗмлӗ ҫул-йӗрсенчен пӗри. Ку енӗпе пирӗн лайӑх ӗҫ опычӗ те пур. Тепĕр тесен, социаллă ыйтусене те татса пама тен меллĕрех пулĕ.  Чăваш Ен Правительстви инфратытăмри объектсене модернизацилеме палăртнă, вăл ĕҫсене вăхăта вăраха тăсмасăрах пурнăҫлама плана кĕртнĕ.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшать, бизнеса аталанма тĕрлĕ ҫăмăллăх мелĕсене пăхса хăварать. Предпринимательлӗх пуҫарӑвне аталантарма лайӑх майсем туса пани пӗтӗмӗшле никӗсри услови пулса тӑрать», – тесе каланă Олег Николаев.   



21 сентября 2021
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter