Чӑваш Енре тирпейленсе тухнă таварсемпе пĕтĕм тӗнчипех усă кураҫҫĕ

Чӑваш Енре тирпейленсе тухнă таварсемпе пĕтĕм тӗнчипех усă кураҫҫĕ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Трактор завочĕсем» Концернра тăрăшакансене професси уявӗпе – Машиностроитель кунӗ ячӗпе саламланă.  

Олег Николаев хăйĕн ум сăмахĕнче Тракторсем тăвакан завод пысăк предприятисенчен пĕри пулнине каланă, Чăваш Енĕн пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн пĕрлехи ĕҫре пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине асăннă.  «Чăваш Республикин Правительстви Концернпа яланах килĕшсе ĕҫлеме хатĕр.  Экономика аталанăвне вĕсем сахал мар витĕм кӳреҫҫĕ.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе те хастар тăрăшать завод.  Предприятинче вăй хуракансем сахал мар, вĕсен йышĕ пинрен те иртсе кайнă», –  тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Республика экономикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан предприятине отрасле аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунă вăл.

Машинӑсем тӑвакан отрасль – Чӑваш Республикин промышленноҫ комплексӗн никӗсӗ, вӑл тирпейлекен производствӑсен тытӑмӗнче тӗп вырӑнсенчен пӗрне йышӑнса тӑрать.

Сăмах май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ СПИК 2.0 мероприятийĕсем пирки те чарăнса тăнă. «Питĕ кăсăклă проект, ҫакнашкал производство ҫĕршывра урăх ҫук та пулĕ.  Питĕ паха, Чăваш Ен тата хула, ҫӳлерех палăртнă предприяти  пĕрле тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ.  Пĕчĕк калăпăшлă тракторсем тирпейлесе кăларма ятарлă производство пурнăҫа кĕртме килĕшнĕ.  Пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлени куҫ кĕретех. Кăтартусем те ҫук мар. Ӳлĕмрен те ҫапла ĕҫлемелле пултăрччĕ», – тенĕ Олег Николаев.

«Сирӗн тӑрӑшулӑхӑра, ӑсталӑхӑра пула пирӗн предприятисем производство хӑватне ӳстерсе пыраҫҫӗ, чылай отрасльпе сферӑра кирлӗ, ҫав шутра чикӗ леш енче те ыйтакан ҫӗнӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

МИГ «КТЗ»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов  Концерн Чăваш Еншĕн хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, совет саманин тапхăрĕнчех предприяти малта пыраканнисенчен пĕри пулнине асăннă.  «Чăваш Енре сахал мар таварсене тирпейлесе кăларатпăр.  Пирĕн патăрта 8,9 пин ытла ҫын тăрăшать. Професси тĕлĕшĕнчен тарăн пĕлӳ илнĕ специалистсем, республика аталанăвне те вĕсем сахал мар витĕм кӳреҫҫĕ.  Чӑваш Енре туса кӑларакан техника тӗнче шайӗнчи конкуренцие тивӗҫлипе хутшӑнаҫҫӗ», – тенĕ Концерн пуҫлăхĕ.  



24 сентября 2021
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter