Спорт уявӗ иртрӗ

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти заливра Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» йĕркеленчĕ.
Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Коронавирус пандемине пула ка́çал ва́л пыса́ках мар йышпа иртре́.
Старта тĕрлĕ предприяти организацире ĕçлекенсем, министерствăсемпе тĕрлĕ ведомствăра тăрăшакансем, студентсемпе шкул ачисем тата хула çыннисем тӑчĕç. 
Чупакансем тĕп хулан Мускав çыранĕпе çула тухрĕç. 
Ăмăртура мала тухакансене кубоксемпе, медальсемпе тата дипломсемпе хавланатарĕç. Чупăва хутшăннисенчен чи  çамрăккине тата чи аслине ятарлă парне кĕтет.


Хыпар
25 сентября 2021
18:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter