Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

QR-код пропуск вырăнне пулĕ. Ку хыпара ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн вĕçĕнче пĕлтерчĕ пулин те — вулакан патне ăна чи малтан илсе çитерни вырăнлă. Алла Салаева Патшалăх Канашĕн депутатне суйланнă май вĕрентӳ министрĕн пуканĕ пушаннăччĕ — ăна кам йышăнни паллă.

Вăл, маларах тĕп хулан вĕрентӳ управленине ертсе пынă Дмитрий Захаров, тунтикунхи канашлăва хутшăнчĕ. Олег Николаев Дмитрий Анатольевич хальлĕхе министр тивĕçĕсене пурнăçлаканăн статусĕпе ĕçленине палăртрĕ, анчах должноç ячĕ çумĕнчи «и.о.» хушăм çывăх вăхăтрах пăрахăçланать-тĕр. Олег Алексеевич çĕнĕ çынпа паллаштарнă май унпа хăйĕн пысăк шанăçне çыхăнтарнине, унран вĕрентӳ отраслĕпе çыхăннă çĕнĕ шухăшсемпе идейăсем кĕтнине çирĕплетрĕ. Çак шанăçа тӳрре кăлармашкăн, ун шучĕпе, Алла Салаевăн çĕнĕ статусĕпе те туллин усă курмалла.

Тишкерме малтанах çирĕпленĕ кун йĕркипе килĕшӳллĕн вара вăрмансенчи пушарсемпе кĕрешес ĕçе пĕтĕмлетрĕç. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов палăртнă тăрăх, иртнĕ çулсенче вăрмансенче пушар тухассипе çыхăннă пысăк хăрушлăх тапхăрĕсем 2021 çулхи пек вăраха тăсăлман. Кăçал çанталăка пула çак тапхăр пуçланни çинчен ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчех пĕлтерме тивнĕ, вăл юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Кăçал республикăри вăрмансенче 14 пушар пулнă, вут-çулăм 24 гектара яхăн лаптăк \çинче алхаснă — ăна сарăлма паман. Çиçĕм çапнипе сăлтавланнă пушарсем пулнă, çапах тĕп сăлтавĕ — çынсем вут-çулăмпа асăрханманни. Уголовлă ĕç пуçарнă тĕслĕхсем те пур, анчах ытлрах чухне айăплисене тупса палăртма май килмест.

Олег Николаев республикăри вăрмансенче пысăк пушарсем пулманшăн вăрман хуралне тав турĕ — сыхлăха тивĕçтерессинче унăн тӳпи пысăк. Кӳршĕ регионенчех кăçал лару-тăру питĕ çивĕч пулчĕ, Чăваш Ен вара хăйĕн вăрманĕсене упраса хăварма пултарчĕ. Малашне те тимлĕхе çухатма юрамасть. Олег Алексевич ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова вăрмансен çумĕнчи ял хуçалăх çĕрĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Хыт хура ярса илнĕ лаптăк нумай, унти типĕ курăк тивсе кайнă май вут-çулăм вăрман çине сиксе ӳкес хăрушлăх пысăкланать.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту — çывхаракан халăх çыравĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Надежда Столярова пĕлтерчĕ: çырав юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланать, чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Çыравçăсем килĕрен çӳрĕç, вĕсене кĕртес килмесен çырава граждансем çырав участокĕсенче хутшăнма пултараççĕ.

Пĕтĕмпе 33 ыйтăва хурвлама тивĕ. Çав шутра 23-шĕ социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннисем — хăш чĕлхе тăваннине палăртнинчен пуçласа миçе ача пулни таран. Тата 10 ыйту пурăнмалли условисемпе çыхăннă: хваттер лаптăкĕ, çуртра интернет пурри е çукки тата ытти те. Çыравçăсем хăйсене ыттисенчен уйăракан шарфпа тата портфельпе пулĕç, вĕсем граждансенчен нимĕнле документ та ыйтмĕç, ыйтусен хуравĕсене пĕтĕмпех çынсем сăмах вĕççĕн каланине тĕпе хурса çырĕç. Чăвашстат ертӳçи Эльвира Максимова çирĕплетрĕ: çырава УФСИН учрежденийĕсенчи çынсене те явăçтарĕç, çырав ĕçне пурнăçламашкăн çынсене ятарласа вĕрентеççĕ - çак ĕç пуçланнă ĕнтĕ.

Коронавирус теми тунтикунсерен иртекен канашлусенче кашнинчех çĕкленет — ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Олег Николаев пытармарĕ: лару-тăру çивĕчленсех пырать. Республика талăкра чирленĕ çынсен шучĕпе пуçласа 80 çынпа танлашкан чикĕ урлă каçнă — юлашки талăкра чир ернĕ 82 çынна тупса палăртнă. Больницăсенче ковидран сиплекен койка-вырăнсен шучĕ хушăнсах пырать. Çавăнпа чару мерисем вырăнлă. Олег Алексеевич халăха асăрхануллă пулмашкăн чĕнсе калас, чару мерисене ăнланса йышăнма тата вакцинациленме ыйтас тĕллевпе тӳрĕ эфира тухма хатĕррине палăртрĕ.

Культура, общество апатланăвĕн учрежденийĕсене вакцинациленнине ĕнентерекен QR-кодпа кăна кĕртесси çинчен маларах пĕлтернĕччĕ. Çак йĕрке патшалăх Канашĕн çитес сессийĕнче те вăйра пулĕ. Çĕнĕ парламент пухăвне хутшăнакансем — депутатсем, министрсем, район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем — зала прививка тутарнине çирĕплетекен QR-кодпа кĕрĕç.



Хыпар
27 сентября 2021
18:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter