"Кăшăл вируса пӗрле чарар!" темăпа Олег Николаев тӳрӗ эфира тухать

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян Чӑваш Республикин Правительствин кашни эрнере иртекен канашлӑвӗнче пӗлтернӗ. "Ҫак темӑпа манӑн хамӑн социаллӑ сетьсенчи аккаунтсене нумай ыйтупа шӑнкӑравсем килсе тăраҫҫĕ. Эпӗ ыран тӳрӗ эфира тухма хатӗр пулнине пĕлтеретĕп. Чи малтан ҫынсене ӑнлантарса памалла тата хӑрушсӑрлӑхӑн пур мерисем ҫине те пысӑк яваплӑхпа пӑхма ыйтмалла, чи кирли вара - тӳлевсӗр вакцинаципе анлӑн усӑ курасси. Паллах ĕнтӗ, Чӑваш Енре пурӑнакансене хумхантаракан пур ыйту ҫине те хуравлама тăрăшăп", - тенӗ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  «Кăшăл вируса пĕрле чарăпăр» темăпа авăн уйăхĕн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци телекуравӗн эфирӗнче 19:00 сехетре тухать.

Ҫавӑн пекех трансляцие Youtubра, ВКонтакте тата Одноклассники социаллӑ сетьсенче Чӑваш Республикин официаллӑ аккаунчӗсенче курма пулать.



27 сентября 2021
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter