Олег Николаев ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсенче пушара хирĕҫ кĕрешессипе ӗҫсене йӗркелеме хушнă

Олег Николаев ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсенче пушара хирĕҫ кĕрешессипе ӗҫсене йӗркелеме хушнă

 Кун пек хушăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркăра панă. Вăл муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуҫлăхĕсене тата Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, уйрăмах вăрман ҫывăхĕнчи ҫĕрсемпе асăрхануллă пулма каланă.   «Нумай чухне пушарсем вăл лаптăксенче пулма пултараҫҫĕ.  Типĕ курăксем ҫунса кĕлленни инкексем патне илсе тухать.  Кăҫал кун евĕр тĕслĕхсем регионта пулкаланă.  Асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть», - тесе асăрхаттарнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

Хыт хура ярса илнĕ лаптăк нумай, унти типĕ курăк тивсе кайнă май вут-çулăм вăрман çине сиксе ӳкес хăрушлăх пысăкланать. Курăк ҫунма пуҫласан, ăна часах чараймăн. Инкек вара ҫут-ҫанталăка, хуҫалăхсене, ҫынсене самай пăтăрмахсем кăларса тăратать. Кăçал республикăри вăрмансенче 14 пушар пулнă, вут-çулăм 24 гектара яхăн лаптăк çинче алхаснă - ăна сарăлма паман. Çиçĕм çапнипе сăлтавланнă пушарсем пулнă, çапах тĕп сăлтавĕ - çынсем вут-çулăмпа асăрханманни. Уголовлă ĕç пуçарнă тĕслĕхсем те пур.

Олег Николаев пушарсенчен сыхă тăрассипе тимлĕ ĕҫленĕшĕн, мĕнпур ĕҫе тĕрĕс йĕркеленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă пушар хуралĕнче тăрăшакансене. «Кăҫал ҫанталăк типĕ тăчĕ. Кӳршĕллĕ регионсенче кăвак ҫулăм алхаснине куртăмăр. Инкек кĕтмен ҫĕртен сиксе тухма пултарать. Пирĕн регионта лару-тăру ку енĕпе аван пулчĕ.  Кӳршĕ регионенчех кăçал лару-тăру питĕ çивĕч пулчĕ, Чăваш Ен вара хăйĕн вăрманĕсене упраса хăварма пултарчĕ. Пушар хуралĕнче тăрăшакансем хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫлани куҫ кĕретех», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Эмир  Бедертдинов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ҫуллахи тапхăрта пĕтĕмпе вăрманпа ҫыхăннă 14 пушар пулнă тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ, кăтарту пысăк мар, пĕлтĕрхинчен лайăхрах тенĕ вăл.

Вăрмансенче пушар тухассинчен асăрханса ятарлă видеосăнавсем те вырнаҫтарнă республикăра тесе хыпарланă министр. Видеосăнав тăватă пушара вăхăтра  тупса палăртма, сӳнтерме май панă.  Енчен те мĕнпур ĕҫе туллин йĕркелес тесессĕн, вăрмансене хурал тăма тата 3 камера кирлĕ теҫҫĕ специалистсем.  

Штраф сахал мар, миллиона яхăн пĕтĕмпе инкексемшĕн йĕрке пăсакансене тӳлеттернĕ. Йĕркесене пăхăнманшăн  административлă майпа 42 ҫынна ҫирĕп асăрхаттарнă.  



27 сентября 2021
18:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter