Сывлăха çирĕплетекен уяв
Спорт уявĕсем яланах кăмăла çĕклеççĕ. Вĕсем çан-çурăма çирĕплетме, канмалли кунсене усăллă ирттерме май параççĕ. «Наци кросĕ» те вĕсен шутне кĕрет. Чăваш Ен тĕп хулипе пĕрле унта тата 16 муниципалитет хутшăнчĕ. Чупма юратакансем Шупашкарти Мускав çыранĕ хĕрринче пухăнчĕç. Ăмăрту пуçланман пулин те стартра хĕрӳ тупăшу пырать. Тăван пĕлӳ çурчĕн кĕске ячĕ кашнине вăй-хăват парасса, чуна хавхалантарасса шанаççĕ унта ăс пухакансем. Вĕренекенсем, аслă ăрурисем, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем, спортсменсем. «Наци кросĕ» спорт уявĕ яланхиллех пурне те пĕрлештерчĕ. Спортпа туслă пулни пурнăç йĕркине те, ĕç-хĕл шайне те витĕм кӳрет. Çак шухăшпа чупăва тухнă кашни çын килĕшет. АЛЕКСАНДР ТИМОФЕЕВ: «Спортпа туслă пулмалла. Лайăх пулма, хăвăртрах чупма, нумайрах пурăнма. Спортпа туслă пулсан сывлăх çирĕп пулать». ГЕННАДИЙ АРСЕНТЬЕВ: «Спорт – сывлăх. Çынсем ан чирлетчĕр. Кам спортпа туслă, вăл чирлемест те». НИКОЛАЙ ТИХОНОВ: «Питĕ пысăк уяв маншăн. Çăмăл атлетикăпа 1957 çултанпа туслă. Питĕ лайăх. Пурне те сĕнетĕп. Спортсменсем пулмасан та, спорта явăçтарас пулать». ЮРИЙ СТЕПАНОВ: «Спорт маншăн – пурнăç. Çавăнпа пурăнатпăр эпир. Спортпа туслă пулса, хамăра хамăр хавхалантарса, малалла пурăнмалăх ĕмĕтсем çуралаççĕ, кăмăлсем пулаççĕ». «Наци кросĕ» ăмăрту чи массăллă спорт уявĕсенчен пĕри. 2004-мĕш çултанпа йĕркелекен ăмăртăва республикăра пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе Чăваш Енре 16 вырăнта старт пачĕç. Чупăва 18 000 яхăн çын хутшăнчĕ. Тĕп ăмăрту Шупашкарти Мускав çыранĕ хĕрринче иртрĕ. Пухăннисем старта ушкăнсемпе тухрĕç. Кăшăллă вирус алхаснипе кăçал 10 муниципалитетра «Наци кросне» ирттермен. Шупашкарта та чупакансем ытти çулхипе танлаштарсан чылай сахалрах пухăннă.