Халăх çыравĕ çывхарать

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çывхарса килет. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Енри çыруçăсем те ĕçе тытăнĕç. Вăл иртнĕ çулах пулмаллаччĕ, анчах та кăшăллă вируса пула ку ĕçе кăçала куçарчĕç. Яваплă тапхăра пирĕн республикăра мĕнле хатĕрленнине Правительство çуртĕнчи ларура сÿтсе яврĕç. Çырава ирттерни çĕршыври халăх йышне палăртма, вĕсем мĕнле шайра пурăннине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, вăл е ку наци çыннисем мĕн чухлĕ пулнине палăртма май парать. Анкетăра пурĕ 33 ыйту пулĕ. Хурав пухакана нимĕнле документ та кăтартмалла мар. Кăçалхи çыравăн тĕп уйрăмлăхĕ – цифрăллă технологисемпе усă курни. Ыйтăма вара 3 мелпе хутшăнма май пулĕ. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен кашниех патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче электронлă çырава хутшăнма пултарĕ. ЭЛЬВИРА МАКСИМОВА: «Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен çыравçăсем ĕçлĕç. Енчен те вĕсене киле кĕртес теменнисем ятарлă пунктсене хăйсем çитме пултарĕç». Çынсен тепĕр чухне хăйсем пирки хыпар-хăнар пĕлтерме хăраççĕ. Кун пирки пачах та пăшăрханмалла мар. Пур информацие те шанчăклă сыхлаççĕ, вăл кирлĕ мар çĕре каймастех. Халăх çыравĕн кăтартăвĕ вара малашлăхри социаллă программăсем хатĕрлесе йышăнма май парĕ.



НТРК
28 сентября 2021
11:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter