Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту - çывхаракан халăх çыравĕ

Халăх ҫыравне 2978 ҫынна явăҫтарма палăртнă, вĕсенчен – 426-шĕ тĕрĕслевҫĕ, 2552-шĕ ҫыравҫă, 270-шĕ волонтерсем пулĕҫ.

«Чи кирли – халăх ҫыравне Чăваш Республикине хăрушлăхсăр ирттерсе ярасси.  Кăтартусене ҫирĕп йĕркелесе вырнаҫтарса пыма пĕлмелле», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра.  «Тĕллевсем паллă, енчен те ҫĕнĕлĕхсем пулсан, вĕсене те туххăмрах пăхса тухса йышăнма хатĕр», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Раҫҫей ҫыравĕ тĕрĕс тытăма йĕркелеме пулăшĕ.  Ҫĕршыв аталанăвĕшĕн те витĕм кӳрĕ, халăх йышне палăртма, вĕсем мĕнле шайра пурăннине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, вăл е ку наци çыннисем мĕн чухлĕ пулнине палăртма май парать.  Ҫырав  социаллă программăсене, наци проекчĕсене, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ, ял хуҫалăхĕпе ҫурт-йĕр строительствин пайĕнче ĕҫсене тĕрĕс йĕркелесе пыма пулăшĕ.  Халăх çыравĕн кăтартăвĕ вара малашлăхри социаллă программăсем хатĕрлесе йышăнма май парĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Надежда Столярова Росстат ҫĕршыври субъектсене халăх ҫыравне хатĕрленни пирки калакан кăтартăва хакламалли критерисене палăртнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Экономика министерстви кулленех ҫырава епле регионта хатĕрленнине тĕрĕслет, мониторинг туса пынине те хыпарланă вăл.  

«Тĕрĕслев ирттернĕ, Чăваш Енри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ҫырава туллин хатĕрленсе ҫитнĕ», - тесе хушса каланă Надежда Столярова.

Тарăн тишкерӳ ĕҫне йĕркелесе ирттерме федераци бюджетĕнчен субвенси мелĕпе республикăна 18,9 млн уйăрса панă.  

Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту - çывхаракан халăх çыравĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Надежда Столярова пĕлтернĕ: çырав юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланать, чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Çыравçăсем килĕрен çӳрĕç, вĕсене кĕртес килмесен çырава граждансем çырав участокĕсенче хутшăнма пултараççĕ.

Пĕтĕмпе 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Çав шутра 23-шĕ социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннисем - хăш чĕлхе тăваннине палăртнинчен пуçласа миçе ача пулни таран. Тата 10 ыйту пурăнмалли условисемпе çыхăннă: хваттер лаптăкĕ, çуртра интернет пурри е çукки тата ытти те. Çыравçăсем хăйсене ыттисенчен уйăракан шарфпа тата портфельпе пулĕç, вĕсем граждансенчен нимĕнле документ та ыйтмĕç, ыйтусен хуравĕсене пĕтĕмпех çынсем сăмах вĕççĕн каланине тĕпе хурса çырĕç. Чăвашстат ертӳçи Эльвира Максимова çирĕплетнĕ: çырав ĕçне пурнăçламашкăн çынсене ятарласа вĕрентеççĕ - çак ĕç пуçланнă ĕнтĕ.

Паллă, ҫырав цифра технологийĕсен витĕмлĕхĕпе пулĕ.  Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче те халăх хăйсем пирки тĕрĕс хыпарсене ҫырса вырнаҫтарма пултарайраҫҫĕ.  Волантерсем ҫынсене Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче мĕнле регистрациленмелли пирки ăнлантарса парĕҫ.  Тепĕр чухне ытларах ватăсем компьютерпа ĕҫлеме пĕлсех каймаҫҫĕ, вĕсене те витĕм кӳме хатĕр ятарлă специалистсем.  Нумай функциллĕ центрсенче те ҫӳлерех асăннă ыйтупа ĕҫлĕҫ.

Патшалăх статистикин федераци службин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертӳҫи Эльвира Максимова хăйĕн сăмахĕнче хатĕрленӳ ĕҫĕ пирки ытларах чарăнса тăнă, студентсем ҫырава хастар хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ.  Аслă шкулсемпе килĕшӳ ĕҫ хутне те алă пусса ҫирĕплетнине палăртнă вăл.  

2021 ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 1207,9 пин ҫын пурăнать.  Пĕтĕм Раҫҫейри ҫыравра кашни ҫынна шута илĕҫ.      

 



28 сентября 2021
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter