Чӑваш Енре граждансемпе куҫӑмлӑ формăпа массăллă мероприятисене ирттерессине вăхăтлăха чарнă

Чӑваш Енре граждансемпе куҫӑмлӑ формăпа массăллă мероприятисене ирттерессине вăхăтлăха чарнă

 «Кăшăл вируса пĕрле чарар!» темăпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Наци телекуравĕнче тӳрĕ эфира тухнă.

Палăртса хăваратпăр, 2020 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 166-мĕш №-лĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указĕ вăя кĕнĕ. Вăл ĕҫ хучĕ паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ, тăтăшах ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе пыраҫҫĕ унта. Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче хушма чару пирки палăртнă ҫĕнĕ документра. Регионта массăллă мероприятисене ирттерессине пăрахăҫлама сĕннĕ: культурăпа спорт, тĕрлĕ куравсене халăхăн куҫăм формăпа хутшăнассине пăрахăҫланă. Хальхи пурнăҫ таппинче онлайн формипе ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чир-чĕр алхасассинчен асăрханма та меллĕрех пулĕ.  

Обществăлла апатлану вырăнĕсенче, суту-илӳ центрĕсенче уйрăмах питĕ тимлĕ пулмалла, профилактика мерисене пăхăнмалла, йĕркене пăсма юрамасть.  

Хушма чарăва республикăра лару-тăру ырă енне улшăнмасăр пăрахăҫламĕҫ.  Апла пулсан, пурин те ҫакна лайăх ăнланмалла, палăртнă йĕркесене пăхăнмалла, тухтăрсен, специалистсен сĕнĕвĕсене тĕпе хума тăрăшмалла.



29 сентября 2021
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter