Çитĕнӳсемпе савăнтаракансем

Токиора иртнĕ Олимп тата Паралим вăййисем халь асра çеç. Апла пулин те ентеш-спортсменсем лăпланса лармаççĕ, тренировкăсем ирттереççĕ. Паян вара Олимп тата Паралимп вăййисенче хутшăннă спорт ăстисем ăмăрту лапамне мар, Правительство çуртне пухăнчĕç. Елена Иванова спортсменка Токио хулинче иртекен паралимпиадăра кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Çавăн пекех Анжелика Сидорова, Сергей Козырев спортсменсем кăçал республикăра пурăнакан çĕр-çĕр çынна чунпа хумхантарчĕç, кашниех сенкер экран умĕнче вĕсен пултарулăхне санарĕ. Паян вара ăмăртусем хыçра. Республика Пуçлăхĕ сывлăх çирĕплĕхĕпе уйрăлса тăракан спортсменсене саламласа сумлă парнесемпе чысларĕ. Спортпа туслашма вара, паллах, тренерсем пулăшаççĕ. АЛЕКСЕЙ КРАСНОВ: «Хальхи вăхăтра ĕçлеме çăмăлтарах пире. Хатĕрленме спорт сооруженийĕсем çитеççĕ. Хамăр районта стадион пур. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ачасене те явăçтарма пирĕн тренерсем çитеççĕ. Пысăк çынсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем хушшинче тава тивĕçлĕ тренерсем те пур». Ăмăртусем иртнĕ пулин те, спортсменсем пĕр кун та алă усса лармаççĕ. Умра тĕллевсемпе ĕçсем чылай. Куллен пултарулăха туптамалла. ЭДУАРД ЕГОРОВ: «Пирĕн Чăваш Енре сусăр çынсене спорт енĕпе аталанса пыма адаптивлă спорт шкулĕ пур Шупашкар хулинче. Çав шкулта шкул ачисем те, çитĕннисем те спортпа хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Хăйсен пултарулăхне Раççей шайĕнче тата тĕнче шайĕнче кăтартма пултараççĕ». Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та спортсменсене малашнехи çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх сунчĕ, ăсталăха туптама, аталанма малашне те майсем туса парасса шантарчĕ.



НТРК
29 сентября 2021
19:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter