«Патшалӑх Канашӗ малалла ӗҫлеме япӑх мар хатĕрленет», – тенĕ Олег Николаев

«Патшалӑх Канашӗ малалла ӗҫлеме япӑх мар хатĕрленет», – тенĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн VII-мĕш созыври пĕрремĕш сессине хутшăннă.

Регион Пуҫлăхĕ тин ҫеҫ кăҫалхи суйлавра суйланнă депутатсене саламланă, халăхпа тачă ҫыхăнса килĕштерсе ĕҫлеме чĕнсе каланă.  «Анлă правительство» йышне кĕнисене пĕр-пĕринпе ăнланса тухăҫлă ĕҫлесе пыма, республика аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшма сĕннĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулма паянхи ларура Леонид Ильич Черкесова депутатсем суйланă.  Палăртса хăваратпăр, маларахри тапхăрта вăл Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулса халăхшăн тăрăшнă, республикăна аталанса пырас ĕҫе витĕм кӳнĕ.   

«Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче депутат пулса ĕҫленĕ паха ĕҫ опытне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче те усă курма тăрăшăп. Анлă Правительство йышĕнче шăпах та, депутатсен паха ĕҫ опычĕ вырăнлă пулĕ.  Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăртсах каланă.  Чи ҫивĕч ыйтусене туххăмрах халăх патне илсе ҫитересси те пĕлтерĕшлĕ шутланать.  Пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕҫлесен, ҫитĕнӳ пулассине шансах тăратпăр», –  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Леонид Черкесов.  «Республикăра пурăнакансемшĕн таса чунпа, яваплăха туйса саккунсене пăхăнса ĕҫлесси –   тĕп тĕллев», –  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн VII -мĕш созыври пĕрремĕш сессийĕнче тухса калаҫнинчен:     

Суйлав компанийĕ хыҫа юлчĕ.  Сире пурсăра та ҫак пысăк ĕҫе йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав тăватăп.  Малашне те тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе калатăп.  Халăх умĕнче пирĕн пысăк яваплăха пурсăмăрăн та туймалла, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми вăй хумалла.  Пирĕн кулленех халăх сĕнĕвĕсене шута илсе ĕҫе йĕркелесе пыма пĕлмелле. Вĕсем пирĕнтен пурнăҫ ырă енне улшăнса пытăр тесе ыйтаҫҫĕ.  Ҫапла пултăр тесен, пирĕн хамăр енчен мĕн вĕсене шантарнине пурнăҫа кĕртессишĕн ĕҫлемелле. Пурнăҫ пахалăхĕн шайне ӳстерсен, халăх та кăмăллă пуласси куҫ кĕретех пулĕ.  Кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин та кулленех аса илтерсех тăрать.  Кирек-епле ĕҫе пурнăҫланă чухне те комплекслă туса пыма пĕлмелле, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн хамăртан мĕн килнине туллин пурнăҫа кĕртмелле.  Тухăҫлăх тени кирек-епле ĕҫре те малти вырăна тухса тăмалла.   

Хисеплĕ депутатсем, пирĕн умра пысăк проектсем пур. Вĕсемпе ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Экономикăна, социаллă сферăна тата ытти тытăма хăватлантарма тăрăшмалла.  Чăваш Енре пурăнакансемшĕн паха условисем йĕркелесе пама пĕлмелле.  Паллă, ҫак пуҫарусенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен витĕмлĕхĕ те пысăк пулмалла.  Чи анлă пĕлтерĕшлĕ документ – 2035 ҫулччен Чăваш Республикине аталантарса пымалли стратегиллĕ программа.   Ăна малтанхи созыври депутатсем хапăл тусах ырласа йышăннă.  Умри тĕллевсем пысăк, пурин те тăрăшса ĕҫлемелле. Пĕр сăмахпа калас пулсан, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне комплекслă аталантарса пымалла.  Программăна хатĕрлес ĕҫе патшалăх влаҫ органĕсенче вăй хуракансемпе пĕр танах муниципалитетсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ шайри депутатсем, ахаль ҫынсем, обществăлла организацисенче вăй хуракансем хапăл тусах ĕҫлерĕҫ.  Стратегиллĕ ĕҫ хутĕнче федераци, регион тата муниципалитет шайĕнче комплекслă ĕҫлесе пыма тĕрлĕ мероприятисем пăхса хăварнă, патшалăх программисем пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе тӳр килсе тăраҫҫĕ.

Пирĕн тĕллев – аталану планне тарăн тишкерсе ĕҫе кĕртсе пырасси.  План туса хатĕрленĕ чухне муниципалитет пĕрлешĕвĕсен сĕнĕвĕсене те шута илсе хăварнă, апла пулсан, кашни территори валли хăйне евĕр пысăк ĕҫсем пулса пырĕҫ.

Хисеплĕ ĕҫчешĕмĕрсем! Пурнăҫ кулленех улшăнса пырать.  РФ ют ҫĕршывсем хăйсен енчен чăрмавсем кӳме тăрăшаҫҫĕ. Апла пулсан, хамăрăн ума лартнă тĕллевсене пурнăҫа туллин кĕртес тесессĕн, пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.  Кун пек чухне ҫĕршыв пысăк ҫитĕнӳсем тăвассине пĕлсех тăратпăр.   Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче вăй хуракансен те тимлĕ пулмалла, туххăмрах ҫивĕч саккун проекчĕсене пăхса тухса йышăнма тивĕ. Уҫăмлă влаҫ тытăмне йĕркелеме пĕлмелле.   Ятарлă нормăна пĕлтĕр Конституцинче те пăхса хăварнă пулнă.  Халĕ саккунсен базине йĕркелесе пырас ĕҫ те хастар пулса пырать, федераци шайĕнче ĕҫсене туллин йĕркелесе пыни куҫ кĕретех.  Пирĕн те вĕсенчен юлма юрамасть, пĕр шай аталанса пырса, регионта кирлĕ пек саккунсене пăхса хăварма тăрăшмалла.

Кашни саккун проекчĕ халăх валли хатĕрленет.  Калăпăр, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем куҫарса пама килĕшнĕ.  Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн пуҫламăшĕнче нумай ачаллă ҫемйесенче ҫитĕнекен шăпăрлансене шкулсенче вĕри апатпа тӳлевсĕр апатлантараҫҫĕ.  Палăртса хăвармалла, нумай ачаллисем, сахал тупăшлисем ҫак патшалăх пулăшăвне илеҫҫĕ.  Тата та анлăрах программăсене хатĕрлеме тăрăшмалла, кашни ҫемйен патшалăх тĕревне туймалла.

Умри ĕҫсем тата та пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурсăмăрăн та тимлĕ тăрăшса вăй хумалла.  Чăваш Республикин 2022 бюджечĕн проектне хатĕрленĕ, планпа 2023-2024-мĕш ҫулсем  валли те палăртса хунă.   Кирлĕ пек программăсемпе малалла та ĕҫлеме тăрăшмалла, вĕсене халăх та ырлать.  Ҫынсене валли  хуласенче, ялсенче пурăнма хăтлă условисем йĕркелесси, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче ҫулсене юсаса сарасси, таса шыв халăх патне илсе ҫитересси ыйтусем кун йĕркинчех.  Культура ҫурчĕсене, шкулсене, ача сачĕсене тĕпрен юсаса ҫĕнетесси ыйту та пĕлтерĕшлĕ.  Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене, вулавăшсене паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе ҫĕнетсе пырасси те планра пур.  Экономика аталансан, ҫак палăртса хунă ĕҫсене пĕтĕмпех йĕркелесе ирттерме май пулĕ.  Палăртса хăвармалла, юлашки ҫулсенче уйрăмах агропромышленноҫ комплексĕ вăй илсе пыни куҫ кĕретех.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕ те аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Халăха ĕҫпе тивĕҫтересс, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси те курăмлă пулса пырать.

Мĕнпур плана кĕртсе пынă ĕҫсене пурнăҫласа тишкерӳ тума та пĕлмелле.  Хаклав тени малти вырăна тухмалла, кун пек тусан тин, Чăваш Ене аталантарассипе йышăннă ҫул-йĕре тĕрĕс тейĕпĕр.

Пирĕн кулленех пĕр-пĕринпе уҫҫăн тĕл пулса калаҫма тăрăшмалла, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварас тесессĕн, пĕрне-пĕри итлеме, илтме пĕлмелле.  Уҫă калаҫу яланах тĕрĕс йышăну тума витĕм кӳрет.  Енчен те критиклеҫҫĕ пулсан, ăна та ăнланмалла, туххăмрах тӳрлетсе, тĕрĕс йышăну туса хăварма тăрăшмалла.  Ҫакăн пек ăнланса килĕштерсе ĕҫлесен тин, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма, малалла та ҫитĕнӳсем тума май килет.   



29 сентября 2021
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter