Чӑваш Енре коронавируспа аптракансен шучӗ чакса пырать

В Чувашии сокращается число заболевших коронавирусом и увеличивается свободный коечный фонд

Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем COVID-19 чирӗ тӗлӗшпе регионта лару-тӑру мӗнлерех пулнине тишкернĕ, пĕтĕмлетӳсем тунă. 

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паянхи куна илес пулсан, лару-тăру йĕркеленсе пынине, кăтарту 0,51 процентпа танлашнине, кунне чирпе аптракансен йышĕ нумаях ӳсменнине хыпарланă. Калăпăр, пĕлтĕр раштав уйăхĕн вĕҫĕ тĕлне  ҫак кăтарту 0,8 процента ҫитнине палăртнă вăл. Кăҫал  уяв кунĕсенчи пĕтĕмлетӳсене илес пулсан, COVID-19 чирпе пурĕ 983 ҫын чирленĕ, ҫула ҫитмен 25 ачана медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернӗ. 

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ медицина учрежденийĕсенче  пушă вырăнсем (койкăсем) нумайланса пынине асăннă. Паянхи кун тĕлне сиплев учреж-денийĕсене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе туллин тивĕҫтернĕ. Республикăра пурĕ 3095 койка кулленех чирлисене йышӑнма хатӗр, енчен те унашкаллисем пулсан вĕсене вырнаҫтарма условисем ҫителĕклĕ тесе хыпарланă министр. Пĕр сăмахпа калас пулсан, Чăваш Енре лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.  

Палăртса хăваратпăр, уяв кунĕсенче чирлĕ пациентсене, килте сипленекенсене тӳлевсĕр эмелсемпе тивĕҫтернĕ.  COVID-19 усал чиртен асăрханса вакцина тăвас ĕҫе республикăра аван йĕркеленĕ.  Асӑннӑ чиртен пурĕ 792 ҫынна прививка тунă. Ытларах медицинăра тăрăшакансене, вĕренӳ пайĕнче вăй хуракансене, социаллă сферăра тимлекенсене, волонтерсене прививка тунă. 

«Ҫитес кунсенче региона тата та ытларах вакцина килсе ҫитĕ. Республикăра 27 медицина учрежденине ҫак ĕҫе йĕркелесе ирттерме хатĕрлесе ҫитернӗ», - тесе сăмаха малалла тăснă Владимир Степанов

Паянхи канашлура Ҫĕнĕ ҫул уявĕсен мероприятийĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕччен регионта пурĕ 66 пушар тухнине каланă. Вĕсенче 15 ҫыннăн пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă.  Вăрмар тăрăхĕнче ултă ҫын вут-ҫулăма пула сарӑмсӑр вилнӗ, вĕсенчен виҫҫĕшĕ ачасем. Уяв кунӗсенче пиротехника йĕркине пăхăн-ман-нине кура, виҫĕ ҫын сусăрланнă, вĕсенчен иккĕшĕ ача пулнă.   Палăртмалла, шывпа ҫыхăн-нă инкексем пачах пулман, апла пулсан тимлĕхе ҫухатманни куҫкĕретех тенĕ вăл доклада малалла тăснă май. 

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин полици пуҫлăхĕн ҫумĕ Юрий Митрофанов хăйĕн сăмахĕнче кăҫал йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, самай чакнине палăртнă.

Ҫулсем ҫинче те пăтăрмахсем пулкаланă. Пурĕ ҫул-йĕр правилисене пăхăнманнине кура 26 инкек пулнине шута илнĕ. Ҫавна май ултă ҫын пурнăҫĕ татăлнă, 37-шĕ сусăрланнă.    Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин тĕп инспекторĕ  Константин Викторов эпизооти лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.  Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче вилнĕ хир сыснине тупса палăртнине хыпарланă.  Вăл Африка мурӗпе чирлӗ пулнӑ.  Каярах ҫав территоринчех тепĕр тĕслĕхе те тупса палăртнă.  Усал чир алхасасран регионта комплекслă мероприятисем йĕркелесе ирттерме плана кĕртнине асăннă Константин Викторов.

Фоторепортаж



11 января 2021
17:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter