COVID-19 чиртен сыхланма май паракан вакцинаци тăвас ĕҫ Чӑваш Енре уявсенче те малалла тӑсӑлнă

Кун ҫинчен Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче республика Правительствин кашни эрнере иртекен канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.

"Иртнĕ уяв кунӗсенче 225 ҫынна - медицина, вӗренӳ, социаллӑ организацисен ӗҫченӗсене, ҫавӑн пекех волонтерсене вакцинаци тунă", - ӑнлантарнă регионти сывлӑх сыхлавӗн ертӳҫи.

Аса илтеретпӗр, унччен маларах кăшăл вирус инфекцийӗнчен 500 ытла ҫынна прививка тунă.

Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерстви республикăри пульницăсем уяв кунĕсенче ҫирĕплетнĕ графикпа ĕçленине, чирлисене васкавлӑ пулӑшу панине пĕлтернĕ. Амбулатори пулӑшӑвӗн центрӗсем те ҫав йӗркепех ӗҫленӗ.

Кăшăл вирусран килте сипленекен пациентсем тӳлевсӗр эмел илме пӑрахман. Пандеми пуҫланнӑранпа пӗтӗмпе 17 пин ытла рецепт ҫырса панӑ, 8293 амбулатори пациентне - COVID-19 чирĕпе аптракансене 24,56 миллион тенкӗлĕх тӳлевсӗр эмелсемпе тивĕҫтернĕ.

Чӑваш Ен программисчӗсем мобильлӗ приложени туса хатĕрлени ҫинчен маларах пĕлтернĕччĕ, унăн пулăшăвĕпе волонтерсем килте сипленекенсене эмелсем ҫитерсе пама усӑ кураҫҫĕ.



11 января 2021
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter