Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев РФ Прокуратурин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин прокуратурин

хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Професси уявӗпе саламланине йышӑнсамӑр!

Прокуратура органӗсенче принциплӑ та яваплӑ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫынсем тӗрӗслӗх ҫӗнтерӗвне тата пурнӑҫра саккун тӗп вырӑнта тӑнине ӗненесси чылай чухне сирӗнтен килет.

Эсир саккунсене пурнӑҫӑн мӗнпур сферинчех ҫирӗп пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑратӑр – граждансен ӗҫлевпе пурлӑх тата социаллӑ прависене хӳтӗлетӗр, преступноҫпа тата коррупципе кӗрешетӗр, республикӑра пурӑнакан ҫынсен право культурине ӳстерме пулӑшатӑр.

Тӑрӑшса тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн, тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп.

Сире ӗҫре, ҫавӑн пекех пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем, телей, сывлӑх тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                     Олег Николаев



12 января 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter