Журналистсене – премисем
Паян, кăрлачăн 14-мĕшĕнче, республикăри журналистсен Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕсен комиссийĕсен тата Чăваш Ен Журналистсен союзĕн правленийĕн ларăвĕсем иртнĕ. Унта преми лауреачĕсене палăртнă.
Комиссисен тата правленин сумлă пайташĕсем журналистсем тăратнă ĕçсене тĕплĕн тишкерсе хак панă, чăннипех пахисене суйласа илме тăрăшнă. Çемен Элкер премине «Республика» хаçатăн корреспонденчĕ Владислав Николаев тивĕçнĕ, Леонид Ильинăнне – «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн корреспонденчĕ Андрей Михайлов тата Канаш районĕнчи «Канаш Ен» хаçатăн кăларăмшăн яваплă редакторĕ Артемий Мясников, Николай Никольскийĕнне – «Хыпар» Издательство çурчĕн фотожурналисчĕ Сергей Журавлев.