Чӑваш Енре кӑмӑл пулсан пурте коронавирусран прививка тума пултарӗҫ

В Чувашии вакцинироваться от коронавируса смогут все желающие

Кӑрлач уйăхĕн 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кӗрешес енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларӑвне ирттернӗ.

 Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов республикӑра чиртен сыхланас тӗллевпе халăха прививка тума тытӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.

Ӑна халӗ врачсемпе вĕрентекенсем тата социаллӑ ӗҫченсемпе волонтерсем кӑна мар, 18 ҫултан аслӑрах кашни ҫынах тума пултарать. Массӑллӑ вакцинаци валли республикӑра 33 пункт хатӗрленине, 27 медицина организацийӗнче ятарлă пӳлĕмсем йĕркеленине  каланӑ министр.

Прививка тутарас текенсен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, электронлă регистратура урлă, 122 телефон номерĕпе çырăнмалла, çавăн пекех тухтăр та черете тăратма пултарть.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Информаци министерствине вакцинаци тума портал урлӑ ҫырӑнмалли майсем ӗҫленине тӗрӗслесе тӑма хушнӑ.

 "Пулăшу порталĕ урлӑ  ҫырăнни аван, ун ҫине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнетĕп. Халăх кӗске вӑхӑтра ҫакӑн пек майсемпе усă курма тытăнтăр", – тенӗ вӑл.

 Чӑваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумĕ Алексей Лукшин хăйĕн сăмахĕнче COVID-19  чирĕпе чирлекен студентсемпе преподавательсен шучӗ чакнине палăртнă. Лайӑх кăтарту упранса юлсан вӑл министерство республикӑри мӗнпур аслă шкултах вӗрентӳ ӗҫне куҫӑн майпа йӗркелеме шутланине асăннă.

 Олег Николаев эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулсан куҫăн вӗрентӳ формачӗ патне таврӑнма май пуррине палӑртнă. "Каникул хыççăн куçăн майпа вĕренме пуçлассине шанатпăр, ҫамрăксем аудиторисене таврӑнасса ĕненетпĕр", - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

 Ларура Кăшарни вăхăтĕнче шыва кĕрес ĕçе йĕркелес ыйтӑва та сӳтсе явнă, ăна тĕплĕнрех Чăваш Енӗн ГКЧС председателĕ Вениамин Петров уҫăмлатнă.

Вӑл шыва кӗме республикăра  пĕвесенче 50 ытла вак  касассине тата 100 ытла ятарлӑ вырӑн йӗркелессине пӗлтернĕ.

 Регион ертӳҫи мӗнпур мероприятиех пысӑк тимлӗхпе ирттерме чӗнсе каланă, йĕркене ҫирĕп пăхăнма хушнă. Шыва кӗрес текенсен пурин те  чиртен асӑрханмалли майсене асра тытмалла. 



15 января 2021
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter