Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раççей Следстви комитечĕ йĕркеленнĕренпе 10 ҫул ҫитнине халалланă мероприятине хутшăннă

Олег Николаев поздравил сотрудников следственного управления с 10-летием со Дня образования Следственного комитета РФ

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РФ Следстви комитетне йĕркеленĕренпе 10 ҫул ҫитнине халалланă мероприятине хутшăннă.

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕ йĕркеленнĕренпе криминалпа ҫыхӑннӑ вилӗм тĕслĕхĕсем 2,5 хут чакнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене тарăн тĕпчени, професси пĕлĕвĕн шайĕ ӳсни куҫ кĕретех. 

Регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев следстви тытăмĕ обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Ҫак палăртнă тапхăрта эсир сирӗн ĕҫӗр тухăҫлăхĕ пысăк пулнине кăтартса патăр. Граждансем сирĕн пулăшăвăра туйрĕҫ. Право хуралĕнче тăрăшакансемпе килĕштерсе ĕҫлени те сисĕнет, ку вара чи кирли», - тенĕ вӑл. Следстви пайĕнче тăрăшакансене хăйсен умне лартнă тĕллевсене тӳрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăха туйса пурнăҫланăшăн тав сăмахĕсем каланă, пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăҫу суннă Олег Алексеевич.  

«РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене Следстви комитечĕ туллин пурнăҫланине пĕр хутчен ҫеҫ мар асăнннă.  Кун пирки тăтăшах ҫĕршыв ертӳҫи те палăртать», - тенĕ РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн ертӳҫи Александр Полтинин ĕҫтешĕсене саламланă май.  Вӑл вӗсене малашне те пысăк ҫитĕнӳсем тума иксӗлми вăй-хал суннӑ, граждансен прависене хӳтĕлес ӗҫре пысăк ӑсталӑхпа вӑй хума чĕнсе каланă.

Мероприятире, йӑлана кӗнӗ пекех, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. 



15 января 2021
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter