Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Олег Николаев встретился с депутатами Государственной Думы от Чувашской Республики

Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем иртнĕ ҫул пурнăҫланă пĕрлехи ĕҫсен кăтартăвĕсене сӳтсе явнă. Уҫă калаҫăва паян Республика Правительствин вице-премьерĕсем хутшăннă. 

«Иртĕ ҫулталăк хăйне евĕр пулчĕ, кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ тӳрлетӳсем тума хистерĕ, ăнсăртран сиксе тухакан ыйтусем ҫине туххăмрах хуравсем пама ыйтрĕ.  Пур пĕрех тем пек йывăр чăрмавсем пулсан та, вĕсене парăнтарма пултартăмăр, палăртса хунă мероприятисене туллин пурнăҫа кĕртме тăрăшрăмăр.  Калăпăр, наци проекчĕсем пирки калас пулсан, вĕсене кирлĕ пек шайра пурнăҫланă», - тенĕ Олег Николаев. Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укҫапа та тухăҫлă тата тĕллевлĕ усă курнă. Республика бюджетне туллин пурнăҫланă. 

Ку хутĕнче те республика Пуҫлăхĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тӳрремĕнех ĕҫлесе пыма, ыйтусене пĕрле татса пама тăрăш-маллине палӑртнӑ, мĕнпур ыйтӑва ӗҫ тăвакан влаҫ органĕсенче вăй хуракансемпе уҫăмлатма сĕннĕ.

«Эпир ятарлă ĕҫ ушкăнне йĕркеленĕ. Пурин те пĕрле килĕшсе ĕҫлесе пымалла. Тухăҫлă ĕҫлесен, ресурссемпе пĕлсе усă курсан кăтартусене тата та ӳстерме меллĕрех пулĕ, ун чухне вара, тен, халăхăн ĕҫ укҫин шайĕ те ӳсĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче монохуласен шăпи пирки те чарăнса тăнă, вӗсенчи инфратытăм пайне ҫĕнетсе пырасси пирки канашланă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене малалла та хута яма тăрăшмаллине палăртнă.  

Регион умĕнче тăракан ыйтусене пĕрле татса пама, ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕсем. 

 

Фоторепортаж



16 января 2021
12:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter