«Тавтапуҫ сире, тӑван тухтӑрсем!» акцие тĕпе хурса Чӑваш драма театрĕнче врачсене валли спектакль пулнă

В рамках акции «Спасибо вам, родные доктора» врачей пригласили  на спектакль в Чувашском драмтеатре

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче "Тавтапуҫ сире, тӑван тухтӑрсем!" акци шайӗнче спектакль кӑтартнă. Ăна  Сывлӑх сыхлав министерстви, Чӑваш Ен Культура министерстви тата Чăваш Республикин Пуҫлӑхĕ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

 Кăшăл вирус инфекцийӗпе кӗрешекен тухтӑрсене тав туса, театр ĕҫченĕсем Федор Павлов пьеси тӑрӑх  лартнă "Ялта"  спектакль кăтартнă. Пултарулӑх каҫне республикӑри  мĕнпур медицина ӗҫченӗсене йыхравланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев мӑшӑрӗпе пӗрле спектакль курма пынă. Вăл медицина ĕҫченĕсене ҫынсене йывăр лару-тăрура пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтернĕшĕн тав тунă. Паллă кун ертӳҫĕсем хастаррисене наградăсем парса чысланă.

 Регион Пуҫлӑхӗ хăйĕн сăмахĕнче кăшăл вирус амакĕпе кĕрешекен тухтăрсене пысăк тимлĕх уйăрнине, халăх вĕсене чун-чĕререн сума сунине палăртнă.  Патшалăх енчен те тĕрлĕ пулăшу уйăрма тăрăшнине каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

«Эсир чăн-чăн паттăрсем. Халăх та ҫакнах калать. Эсир хăвăра шеллемесĕр, чирлисене ура ҫине тăратас, сывлăхлă тăвас тесе хăвăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тӑватӑр.  Малашне те тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса ĕҫлеме вăй-хал, сывлăх сунатăп», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

 Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов  К.В. Иванов ячӗллӗ  Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тăрăшакансене, Культура министерствинче вăй хуракансене медицина ĕҫченĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Кирек епле йывăрлăха та пĕрле ҫĕнтерме ансатрах тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

 "Сывлӑх сыхлавӗн отраслӗн мĕнпур ӗҫченӗ ячӗпе калатăп - эпир пурте пӗрлехи ӗҫе пурнӑҫлатпӑр. Хальхи лару-тӑрура ӗҫлекен тухтăрсене ҫар условийӗсенче вӑй хуракансемпе танлаштараҫҫӗ. Тав сӑмахӗсем пире малалла ăнтăлма, малашне те халӑха медицина пулăшăвӗпе йӗркеллӗн тивĕҫтерсе тӑма хавхалантараҫҫĕ, ыранхи куна шанма май параҫҫĕ», - тенĕ министр.



16 января 2021
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter