Кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсем

Ӗҫсӗрлӗх пособийӗ малашлӑхра коронавирус пардемийӗ шайӗнче сыхланса юлать. Кун пирки паян ЧР ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова пӗлтерчӗ. Паянхи брифингра ӗҫсӗррисен шутне кӗртнӗ граждансене патшалӑх пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗрлӗх пособийӗн чи пӗчӗк виҫи 1500 тенкӗ, чи пысӑк виҫи 12130 тенкӗ пулӗ. РФ Правительствин раштав уйӑхӗнчи ҫак йышӑнӑвӗ кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне тата, Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, 3-7 ҫулсенчи ачасене пособи памалли йӗрке те улшӑнать. Виҫӗ тӗрлӗ тӳлев ҫирӗплетнӗ. Унӑн виҫи ҫемье тупӑшӗнчен килет. Тупӑш пӗчӗкрех тӗк тӳлев виҫи пысӑкрах пулӗ. Заявленисене ака уйӑхӗнче йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Тӳлеве пӗр ҫулталӑклӑха  ҫирӗплетеҫҫӗ.

www.hypar.ru

 



http://hypar.ru/cv/news/kasalhi-sienieliehsem
16 января 2021
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter