Куҫ тулли илем

Нумай хваттерлӗ ҫурт подъездӗнче чечексем ӳснине, чӑнах та, ку таранччен асӑрхаманччӗ. Шупашкарти "Октябре - 50 ҫул" урамри  16-мӗш ҫуртра пурӑнакан Нина Семеновна Иванова патне интервью илме кайсан ҫакнашкал илеме курсан питӗ тӗлӗнтӗм.

Таса, илемлӗ, илӗртӳллӗ кунта. Чӳрече тулли тӗрлӗ чечек ешерет. Кашни этажра чӑрӑш капӑрланса ларать. "Ҫак подъездра пурӑнакан хӗрарӑмсем маттур. Ангелина Гурьева, Калерия Альмешкина, Валентина Суркова, Луиза Доменьтева ӳркенмеҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе пулнӑ ҫак илем. Ҫулла  ҫурт умӗнчи лаптӑкра чечексем ӳстереҫҫӗ", - каласа кӑтартрӗ Нина Семеновна. Маттур ҫав хӗрарӑмсене хавхалантарса тӑраканни вара вӑл хӑй.

www.hypar.ru

 



http://hypar.ru/cv/news/kus-tulli-ilem
16 января 2021
11:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter