Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе журналистсен, полиграфи предприятийӗсемпе издательствӑсен ӗҫченĕсене халалласа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ Культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнĕ

Олег Николаев поздравил журналистов с профессиональным праздником

Кӑҫал чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗ «Хыпар» кун ҫути курнӑранпа 115 ҫул, Чӑваш радио йӗркеленнӗренпе – 95 ҫул, регионти телехыпарлав эфира тӑтӑш тухса тӑма тытӑннӑранпа 60 ҫул ҫитет.

2021 ҫулта отрасль ытти пĕлтерĕшлĕ кунсене те сахал мар палӑртать. Тӳрех 8 кӑларӑм 90 ҫулхи юбилейне паллă тăвать. Вĕсем: "Тантăш" хаҫат, Патӑрьел районĕн "Авангард", Канаш районĕн "Канаш ен", Куславкка районĕн "Ялав", Вӑрмар районӗн "Хӗрлĕ ялав",  Пӑрачкав районĕн "Пӑрачкав хыпарӗсем", Комсомольски районĕн "Каҫал ен" хаҫачӗсем.

Унсӑр пуҫне "Хресчен сасси" хаҫат тухма тытӑннӑранпа 30 ҫул ҫитет, "Вакыт" хаҫата  25 ҫул.

Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе  журналистсене, полиграфи предприятийӗсемпе издательствӑсен ӗҫченĕсене чысласа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ Культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнĕ. Уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă. 

"Республикӑри медиа пӗрлӗхӗ вӑхӑтпа тан аталанни питӗ аван. Журналистикӑн тӑваттӑмӗш влаҫ витӗмӗ хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатман. Тӗрӗс информацие, аналитикӑна тата критикӑна кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра илсе ҫитерни обществӑшӑн шутсӑр лайăх, патшалӑх влаҫӗшӗн вара ӗҫри ҫитменлӗхсене тупса палӑртни питех те кирлӗ",  тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. «Чӑваш Енӗн хальхи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем – регионти журналистикӑн чи ырӑ та лайӑх йӑли-йӗркине тивӗҫлипе малалла аталантарса пыраканӗсем. Унпа пӗрлех вӗсем ҫӗнӗ форматсене хастарлӑн ӗҫе кӗртеҫҫӗ, хӑйсен вулакан-кураканӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе информацие сармалли ку чухнехи мелсемпе анлӑн усӑ кураҫҫӗ»,  тенĕ вăл хăйĕн саламĕнче. Отраслӗн мӗнпур ӗҫченне республика Пуҫлăхĕ пысӑк ӑсталӑхшӑн тата тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, республикӑра пурӑнакансене хумхантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ чухне влаҫ органӗсемпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫленӗшӗн чун-чӗререн тав тунă, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тата кӑсӑк та асра юлмалли материалсем калӑплама сĕннĕ.

"Эпир кӑткӑс та хăйне евĕр тӗнчере пурӑнатпӑр,  хыпарсем халӗ халăх патне хӑвӑрт ҫитеҫҫĕ. Вĕсен калăпăшĕ  геометри прогрессийӗ пекех ӳссе пырать. Аудиторие тӗрӗс тата тулли хыпарсемпе вăхăтра тивӗҫтерни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Республикӑра пурӑнакансем куллен кăсăк та лайăх хыпарсем кӗтеҫҫĕ. Ҫакӑншӑн эпир пурте пĕрле тăрăшса ĕҫлессе шанатăп",   тенĕ Чӑваш Республикин  информаци политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Кристина Майнина.

Мероприятинче асӑннӑ тытăмри чи лайӑх ӗҫченсене наградăсем парса хавхалантарнă.  



18 января 2021
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter