Чӑваш ен хӑйӗн тупӑшӗсем ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъекчӗсен хушшинче 5 вырӑнта тӑрать

Чувашия находится на 5 месте среди субъектов ПФО по темпам роста собственных доходовКӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кашни эрнере иртекен канашлура республикăн 2020 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе явнӑ, бюджета епле пурнăҫлани ҫинчен калаҫнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ - финанс министрӗ Михаил Ноздряков 2020 ҫулта Чӑваш Республикин  пĕрлештернĕ бюджечĕн тупӑшӗсем – 76,6 миллиард, тӑкакĕсем – 76,1 миллиард тенкӗ  пулнине хыпарланă. Республика бюджетне тупӑшӗсем енӗпе – 70,2 миллиард тенкӗ, тӑкакӗсем енӗпе – 69,5 миллиард тенкӗ чухлӗ пурнӑҫланӑ. "Чӑваш Ен хӑйӗн тупӑшӗсем ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗпе Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъекчӗсен хушшинче 5 вырӑнта тӑрать", – тесе палӑртнă Михаил Ноздряков.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов 2020 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ял хуҫалӑх производствин калӑпӑшӗсен ӳсӗмне 5 процент, номиналлӑ тата чӑн ӗҫ укҫи шайӗ 5,4 процент ӳснине палӑртнă.

Промышленноҫ производствин калӑпӑшне, пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярассине, вак суту-илӳ ҫаврӑнӑшне, ҫавӑн пекех халӑха пулӑшу паракан ӗҫӗсем ҫине кăшăл вирус амакĕ сахал мар витӗм кӳнӗ.

Чӑваш Енре наци проекчӗсем вӑтамран 95 процент пурнăҫланнă.  Сӑмахран, Чӑваш Ен Транспорт министерстви троллейбуссем туянассине туллин пурнӑҫлайман. "Хушма килĕшĕве тĕпе хурса, троллейбуссене кӑҫалхи ака уйăхĕн 1-мӗшӗччен  илсе пĕтермелле", - хыпарланă Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов.

Халӑхӑн уйрӑм категорийӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли кӑтартӑва пурнӑҫламан. Пахалӑхсӑр проектпа смета докуменчӗсем вӗренӳпе культура сферинче объектсем тума чăрмав кӳнĕ.

"Наци проекчӗсене тĕпрен пурнăҫланă тейĕпĕр, анчах та уйрӑм енсемпе кăштах юлса пыни пур-ха. Кирек мӗнле ыйтăва пурнӑҫламаннине те уҫăмлатма, сăлтавне палăртма пулать. Анчах та, енчен те тĕллевсене палăртрăмăр пулсан, ӗҫе тивӗҫлӗ майпа йӗркелемелле", – тенĕ  регион ертӳҫи.

Чӑваш Енри ҫул-йӗр фондне 2020 ҫулта 100% пурнӑҫланӑ. 2020 ҫулта 468 ҫухрӑм ҫул юсанӑ, 21 ҫухрӑм ытла хывнӑ, "Ҫул-йӗр хуҫалӑхне аталантармалли пӗтӗмӗшле мерӑсем" регион проекчӗн шайӗнче 30 камера вырнаҫтарнă, транспортсен йывăрăшне тӗрӗслекен автомат пунктне ӗҫе кӗртнӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсене вырӑнти ҫулсен лару-тӑрӑвне тӗрӗслеве илме хушнă.

Фоторепортаж



18 января 2021
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter