"Тавтапуç сире, тухтăрсем"

Çак ятпа Чаваш патшалăх академи драма театрĕнче ыр кăмăллăх каçĕ иртрĕ. Уява театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев уçрĕ. Вăл çын чунне искусство сипленине палăртрĕ.

Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чӑваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов хутшăнчĕç.

"Эсир хальхи самана паттăрĕсем, эсир усал чир-чĕрпе кĕрешетĕр", - терĕ Олег Алексеевич медиксене тав туса. Вĕсем ĕçре палăрнă тухтăрсене тĕрлĕ  наградăпа чысларĕç. Артистсем  куракансене "Ялта" драма кăтартрĕç.

www.hypar.ru

 



18 января 2021
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter