Улатӑрта вырӑс провинцийӗн музейӗ пулать

Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине шута илсе, Улатăрта вырăс провинцийĕн музейĕ йĕркеленнĕ. Вырăс провинцийĕн музейне хута ярассине Олег Николаев пуҫарăвĕпе пурнăҫа кĕртме пуҫланă.  Паян  республика Пуҫлăхĕ Улатăрта ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре.  Унта вăл ҫĕнетнĕ объектăн ĕҫĕпе кăсăкланнă. Палăртма кăмăллă, туристсене ҫак объект хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртет. 

«Эпир хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнетнĕ ҫурт хута яратпăр.  Таса, ҫутă, условисем те лайăх.  Нумай ĕмĕрсем хушшинчи историне тĕпчеме тата ăна ҫутатса пама та меллĕ ку музейра.  Хула ҫыннисене анчах мар, килекен хăнасене те кулленех музей илĕртет»,  тенĕ Олег Николаев.   «Кун евĕр объектсене малашне те уҫма тăрăшмалла, туризма вăй илтерме май пани куҫ кĕретех»,  палăртнă республика Пуҫлăхĕ.

Музей ертӳҫи Татьяна Борисова  кунта Улатăр ҫинчен тарăн истори упраннине пĕлтернĕ.  Шкул ачисемшĕн те уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.  Паха экспонатсем чылай. Вĕсене курса килленес текенсен йышĕ те сахал маррине  ҫирĕплетнĕ вăл.  Ҫурта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма 40 млн тенкĕ ытла тăкакланă.  Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине  –  чыслăн уявланă май, объекта хăпарса лартма чи малтанах проектпа смета ĕҫ хутне хатĕрленĕ, ăна валли 16 млн ытла пĕтернĕ.  Ҫуртăн строительство ĕҫне вĕҫне-хĕрне ҫитерме хушма 25 млн тенкĕ кирлĕ пулнă.

Иртнĕ ҫул пуш уйăхĕнче республика бюджетне тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă. Ун чухне вара шăпах та, вăл укҫана уйăрса пама май килнĕ.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Олег Николаев йышăнăвĕпе тĕреве туллин куҫарнă, ҫурта юсаса ҫĕнетнĕ.



19 января 2021
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter