Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳлĕхĕпе тата фракцисен лидерӗсемпе тӗл пулнă

Олег Николаев встретился с руководством Госсовета и лидерами фракций Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ, пĕрлехи ĕҫсен кăтартăвĕсене сӳтсе явнă.  Ҫĕршыври усал амак чирĕ алхаснине тĕпе хурса, депутатсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнине пĕлтернĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова. Пĕтĕмпе 453 саккун йышăннă. Вĕсенчен  68-шне пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пысăк витĕм кӳнине каланă хăйĕн сăмахĕнче Альбина Егорова.    Калăпăр вăрҫă ачисем пирки калакан саккун, амăшĕн капиталне ӳстересси ҫинчен, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫи,  предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансемшĕн налук ҫăмăллăхĕсем тата ыттисем те.

Олег Николаев депутатсене тухăҫлă пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленĕшĕн тав тунă.  «Социаллă политикăпа экономика ыйтăвĕсене сӳтсе явнă тапхăрта, уйрăмах депутатсен сĕнĕвĕсем пĕлтерĕшлĕ, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварас пулсан, пĕрле канашлани яланах усăллă», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Халăха кăсăклантаракан ыйтусене хăвăртрах татса пама пулать тепĕр тесен.

«Халăхпа яланах килĕшсе ĕҫлемелле. Кирек-епле ыйтăва та пĕрле уҫăмлатмалла. Экспертсен сĕнĕвĕсене шута илме тăрăшмалла. Кашни ҫынна итлеме тата илтме пĕлмелле», - тенĕ вăл.   Сăмах май, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ҫырупа хăй тухассине те пĕлтернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче кашни депутат хăйне кăсăклантаракан ыйту пирки хыпарланă.  Ку чухне те наци проекчĕсем ҫинчен ыйту кун йĕркинчех тăнă. Нумай ачаллă ҫемйесене ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтерес, тăлăхсене ҫурт-йĕр туса парас, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тума проектпа смета ĕҫ хучĕсене тивĕҫлĕ шайра хатĕрлес ыйтусем те актуаллă пулнă.  Пĕр пухăннă пек чухне чылай ыйтăва уҫăмлатнă.  Тĕрлĕ партисен ертӳҫисепе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тăтăшах тĕлпулусем ирттерет. Влаҫпа куҫа-куҫăн тĕл пулса калаҫма ытларах та ытларах условисем йĕркеленнине ҫирĕплетсе каланă депутатсем.  



19 января 2021
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter