Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫулталӑк вӗҫӗнчи ӗҫӗ

Канмалли кунсем пыраҫҫӗ пулин те Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ раштав уйӑхӗнче мӗнле ӗҫлени пирки каласа памасӑр май ҫук. Иртнӗ ҫула пӗтӗмлетме те вӑхӑт.

2020-мӗш ҫулталӑка эпир 239 пин те 155 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ. 2019 ҫулта ака уйӑхӗнче ҫеҫ ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр пулин те ҫулталӑк хушшинче ун чухне 200 пин хатӗрлеме май тупнӑччӗ. Паллах, малтан ӗҫе йӗркелесси, чи ӑнӑҫлӑ ҫула шырасси пулчӗ — ҫавна май виҫӗмҫул пухнӑ икҫӗр пин пирӗншӗн вӑл сахал мар. 2020 ҫулта вара пурӗ 410 пин ытла пухма пултартӑмӑр. Иртнӗ ҫулталӑка эпир 652 пин те 732 мӑшӑрпа вӗҫлетпӗр. Чӳк уйӑхӗнчен ку 31 пин те 681 мӑшӑр ытларах. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче тунӑ 45 пинех мар ӗнтӗ, анчах 31 пин те самаях (пирӗн текстсем те сахалланса пыраҫҫӗ, йывӑррисен йышӗ те ӳссе пырать...).

Кӑҫалхи плансене илес пулсан эпир тем тесен те миллион мӑшӑр таран ҫитерес шухӑшлӑ. Ун чухлӗ пухсан чӑваш чӗлхине пӗр чӑрмавсӑр Google е ытти куҫаруҫӑсене кӗртме май тупӑнӗ. Ку тӗллеве пурнӑҫлама вара пер енчен нумаях та юлман (350 пинрен те сахал), тепӗр енчен пурнӑҫлама та ҫӑмӑл пулмӗ — малалла пирӗн йывӑртарах текстсемпе ӗҫлеме тӳр килӗ. Енчен те халь, калӑпӑр, эпир чӑвашла текста ҫеҫ сканерлатпӑр пулсан, малашне чӑвашлине те вырӑслине электронлӑ варианта куҫарма тивӗ. Пӗр 700-750 пин урлӑ каҫсан эпир лексика йышне пуянлатас сӑлтавпа чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ хайлавсемпе ӗҫлеме пуҫласшӑн. Вырӑсларан чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ мӑшӑрсем ҫавах пӗр енлӗ, чӑвашларан вырӑсла куҫарнисем — тепӗр енлӗ. Паха куҫаруҫӑ тӑвас тесен вара тӗрлӗ тӗслисем пулсан аванрах.

Кӑтартусене танлаштарнӑ май ҫакна палӑртма пулать. Чӳк уйӑхӗнчи кӑтартусемпе юнаштарса пӑхсан, халь тирӗн текстсен йышӗ 2015 (+53) танлашать, пуплевӗшсен йышӗ — 712 727 (+31 425), сӑмахсен йышӗ — 7 399 201 (+302 038).



https://www.chuvash.org/news/27470.html
02 января 2021
19:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter