Олег Николаева Раҫҫей МЧСĕн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе официаллӑ майпа паллаштарнă

Олегу Николаеву официально представили нового начальника главного управления МЧС России по Чувашской Республике Паян, кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн МЧС Министрĕн ҫумĕпе Николай Гречушкинпа, Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри  тĕп управленийĕн пуҫлăхĕпе Валерий Зеленинпа официаллă майпа тĕлпулу ирттернĕ.  

«Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе паха ĕҫ опычĕ пур Валерий Зеленинăн. Шанатăп, хăйне шанса панă ĕҫе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа», - тенĕ Николай Гречушкин.   Министр ҫумĕ хăйĕн сăмахĕнче Валерий Зеленин асăннă тытăма тĕпрен пĕлнине палăртнă.  

Регион Пуҫлăхĕ ҫĕнĕ ертӳҫĕпе кулленхи ĕҫсен вăхăтĕнчех паллашма тӳр килнине хыпарланă.

«Кăшарни эрнин пĕрремĕш кунĕсенчех вăл хăйĕн пысăк яваплăхне кăтартса пачĕ. Вăйлă ҫил-тăман алхаснă тапхăрта, пăтăрмахсене сирсе ярассипе кирлĕ пек ҫирĕп мерăсене туххăмрах йышăнни те ҫакнах ҫирĕплетрĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Республикăра Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп Управленийĕ лайăх ĕҫлет. Ҫăлавҫăсем чăннипех те чи ăста профессионалсем шутланаҫҫĕ. Кăткăс условисенче ĕҫлесе пысăк опыт пухнă, ҫăлав операцийĕсене пин-пин хутчен ăнăҫлă пурнăҫлани те куҫ кĕретех. Чрезвычайлă лару-тăрура ҫухалса каймасăр хăвăрт тата тĕрĕс йышăнусем тăвасса малашне те шанатпăр тесе каланă ертӳҫĕ.

Пĕр пухăннă пек чухне малашнехи пĕрлехи ĕҫсем ҫинчен те канашланă, хăш-пĕр тĕллевсене палăртса хăварнă.



20 января 2021
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter